28 февраля 2020 г.
Кашни çулах çуркунне çывхарнă май нумай çын организм хавшанине, авитаминозпа аптăрани пирки калаççĕ. Мĕншĕн авитаминоз пулать тата унран мĕнле сыхланмалла. Паян эпир шăпах çак ыйтăва республикăри медицина профилактикин сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Лариса Валерьевна Агеевăна патăмăр.
Чи малтанах авитаминоз тата гиповитаминоз мĕн иккенне тишкерсе тухар. Авитаминоз — организма кирлĕ пек, шайлашуллă ĕçлеме витаминсем пачах та çитменнине пула аталанакан чир. Час-часах пĕр витамин çеç мар, темиçе витамин çитменнине палăртаççĕ. Авитаминоз пурнăçра сайра-хутра тĕл пулать. Ытларах эпир гиповитаминозпа аптăратпăр.
— Вăл авитаминозран мĕнпе уйрăлса тăрать вара?
— Ку вара организма лекнĕ витаминсен шучĕ талăкри çителĕклĕ виçерен сахалрах пулсан аталанать. Урăхла каласан, организма кĕнĕ тата тăкакланă шайлашу пăсăлать, çакна пула организмра тĕрлĕ паллăсем пуçланаççĕ.
— Гиповитаминоз паллисене те каласа хăварăр-ха, тархасшăн? Çуркунне çитсе килнĕ май, нумай çын тăтăш çывăрас килнине, хăвăрт ывăннине туйма пуçлать. Çакă та витамин çитменнипе çыхăнман-ши?
— Витамин çитменлĕхĕн хăш-пĕр паллине асăрхасси йывăр мар. Çуркунне чăн та чылайăшĕ час-часах çывăрас килнине, хăвăрт ывăннине туйма пуçлать, ыйхă пăсăлнине, апат анманнине палăртать. Тепри пуç ыратнине, пуç çаврăннине, час-часах шăнса пăсăлнине сисет, апат ирĕлтерекен органсен чирĕсем тăтăшрах аптратма тытăнаççĕ. Час-часах шăнса пăсăлни, суран вăрах ỹт илни, ыйхă пăсăлни, чирлесен вăрах сывалайманни организма С витамин (аскорбин йỹçекĕ) çитменнине пĕлтерме пултарать. Енчен те эсир ним çук çĕртен çилленетĕр, тарăхатăр, ыйхăсăр аптăратăр пулсан, организм В ушкăнри витаминсем сахаллине систерет. В1 витамин (тиамин) çитмест тĕк пуç ыратать, ас туса юласси япăхланать, вăй пĕтет, сывлăш пỹлĕнет, чĕре сикет, йĕрес килет. В2 витамин (рибофлавин) çитменнин паллисем — тута хĕрри çуркаланни, ỹт япăхланни, сăмса-тута хутламĕсен тĕлĕнче шыçни. Тута типсе çурăлни, ун кĕтесси пăсăлни, çỹç черченленни, вĕçĕ çурăлни, чĕрне çемçелсе хуçăлни те çак сăлтавпах пулма пултарать. Хамăр организма туйма, ăнланма вĕренмелле, вăл яланах пуçланма пултаракан пăтăрмах, чир-чĕр çинчен систерет, тĕрлĕ паллăсем парать, анчах пурте çавна тỹрех тавçăрса илме пултараймаспăр çав.
— Лариса Валерьевна, кăсăклантарсах ятăр ĕнтĕ. Тата мĕнле паллăсем пама пултарать-ха пире организм?
— Тĕслĕхрен, куç çивĕчлĕхĕ чакни, каçа хирĕç куç вăйлă ывăнни, хĕрелни, куççỹлĕ юхни А витамин (ретинол) çитменнипе çыхăннă. Çавăн пекех вăл çамрăклăхшăн, ỹт, çỹç илемлĕхĕпе пахалăхĕшĕн яваплă. Хĕллехи вăхăтра хĕвел çути çитменнине пула организм Д витамин сахалрах кăларать. Çак витамин çителĕксĕр чухне час-часах пуç ыратни, вăй çитменни, аппетит çухални, апат анманни, мышцăсем ыратни, шăнăр туртни аптăратма пултарать. Организма витаминсем çеç мар, минералсем те кирлĕ. Урасем йывăрланса кайни, час ывăнни, шăнăр туртни юнра магний çитменнине систерет. Çỹç час çулланни, лĕкĕ пулни, пỹрлĕ шатра чирĕ аталанса кайни сăлтавĕ цинк çитменнипе пулма пултарать.
— Гиповитаминоз сăлтавĕ мĕнре-ха?
— Çуркунне тĕлне организмра витаминсем сахалланса юлаççĕ. Вĕсем çитменни вара гиповитаминоз патне илсе пырать тесе каларăмăр ĕнтĕ. Çуллапа кĕркунне организм витаминсем пухать-ха, анчах унăн саппасĕ, тивĕçтерсех тăмасан, çав тери чухăнланса юлать. Çав вăхăтрах хĕлле-çуркунне пахча çимĕçпе улма-çырлара — С витамин, сĕт продукчĕсенче, çăмартара А тата Д витаминсем сахалланса юлаççĕ. Унсăр пуçне паянхи ỹсен-тăран çимĕçĕсенче çак витаминсен виçи уйрăмах пĕчĕк. Тĕслĕхрен, хальхи агротехника технологийĕсене пула пан улми ытларах упранать, анчах унра витаминсем 50 çул каяллахинчен 3—5 хут сахалрах пулнине палăртаççĕ. Гиповитаминоз этем пĕр тĕрлĕ, пĕр йышши апат-çимĕçпе кăна пурăнсан та аталанать. Сăмахран, рационра пахча çимĕç, улма-çырла пулмасан организмра С тата Р витаминсем пĕтсе çитеççĕ, рафинадланă çимĕçсемпе (сахăр, паха сортлă шурă çăнăхран пĕçернĕ булка-кукăль, тасатнă рис) куллен тата нумай çисен организма В1, В2 тата В3 (никотин йỹçекĕ) витаминсем сахал лекеççĕ. Какай, пулă, сĕт çимĕçĕсен белокĕ организма сахалрах лексен вара С, А, В2, В3 тата В9 (фоли йỹçекĕ) витаминсем çитменни палăрма пуçлать. Рационра çу виçине тăрук чакарсан пыршăлăхран çура ирĕлекен витаминсем сахалрах сăрхăнса кĕреççĕ. Углеводлă апат ытларах çисен организма В1, В2, С витаминсем тата нумайрах кирлĕ. Çавăн пекех гиповитаминоз сăлтавĕсем вăрах чирсем, çав шутра — вар-хырăм çулĕсен, пĕвер, пỹре чирĕсем, хăш-пĕр эмеле ĕçни — пулма пултараççĕ. Ача кĕтнĕ, кăкăр ĕмĕртнĕ, вăй-хал ĕçĕ тунă вăхăтра, ватлăхра организма витаминсем ытларах кирлĕ. Операци хыççăн е час-часах стресла лару-тăрура пурăнсан, ытлашши кулянсан та çаплах. Анчах чылай чухне ку тĕрĕс мар апатланнипе, эрех нумай ĕçнипе, пирус туртнипе çыхăннă. Витаминсен çителĕксĕрлĕхĕ аталансах пынăран организмра япаласен ылмашăвĕ пăсăлать, чирлесен сывалма чăрмантарать, кирек мĕнле чир-чĕр те йывăртараххăн иртет.
— Çакăн пек пăтăрмахсем ан пулччĕр тесен мĕн тумалла-ха?
— Организма витаминсемпе тивĕçтермелли икĕ меслет кăна пур — тĕрĕс апатланни тата витаминсем ĕçни. Вĕсем пĕр-пĕрне пуянлатаççĕ.
— Апат-çимĕç пахалăхлă, тĕрлĕрен пултăр тесе тăрăшмалла, диетăсем çинче лармалла мар, аш-какай, пулă, кĕрпе, сĕт, тăпăрчă, турăх, чĕрĕ пахча çимĕç, çырла, мăйăр, ỹсен-тăран çăвĕ, ĕне çăвĕ, симĕс курăк (петрушка, укроп, серте, пултăран тата ыт. те.), çăкăр çимелле. Тĕслĕхрен, С витамин çитменнине пĕтерме çак витаминпа пуян улма-çырла, пахча çимĕçе рациона кĕртмелле. Сăмахран, цитрус çимĕçĕсем, хура хурлăхан çырли, симĕс сухан, брокколи, пылак пăрăç, помидор, йуçĕтнĕ купăста тата ытти те. Организма В витамин çителĕклĕ лектĕр тесен сĕт юр-варĕ, выльăх ỹпки-пĕверĕ, çăмарта, мăйăр, пулă, хура тул, нимĕç пăрçи ытларах çимелле. А витамин шутне ỹстерес тесен вара çуллă пулă, çăмарта, кишĕр, хĕрлĕ пăрăç, кăшкар ути, петрушка, укроп тăтăшах сĕтел çинче пулмалла. Д витамин çăл куçĕ вара сĕт юр-варĕ, çăмарта, пулă. Тата ку витамин пирĕн организмра ультрафиолет витĕмĕпе пулать. Çавăнпа та хĕвеллĕ çанталăкра урамра нумайрах уçăлса çỹремелле. Анчах çакна асра тытмалла, витаминсемпе микроэлементсем пĕччен-пĕччен мар, ушкăнра çеç ĕçлеççĕ. Çавăнпа витамин комплексне ĕçни те вырăнлă пулĕ. Мĕнле витаминсем ĕçмеллине вара хăвăрăн тухтăрпа канашласа палăртмалла.
— Кун йĕркине çирĕп тытса пыни, тĕрĕс апатланни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Кун пирки те аса илтерсе хăварсамăр.
— Апата 4—5 хутчен сахалшар, пĕчĕкшер порцисемпе çимелле. Пĕр апатланупа тепĕр апатлану хушши ытла пысăк, вăрах пулмалла мар. Кулленех ирхи, кăнтăрлахи, кăнтăр хыççăнхи (халăхра ăна кахал апачĕ те теççĕ), каçхи апат тумалла. Выртас умĕн турăх е кефир ĕçмелле. Апата кашни кун пĕр вăхăтра çиме тăрăшмалла. Вăл апат хуранне тата пыршăсене лайăх ĕçлеме пулăшать. Тăвар сахалрах çиме тăрăшмалла. Йод хушни усăллăрах. Сахăра пылпа ылмаштарсан лайăхрах. Кун каçипе таса шыв ытларах ĕçни усăллă. Вăл ỹт-тире типсе кайма памасть тата организма кирлĕ мар токсинсенчен тасатма пулăшать. Çыннăн талăкра 1,5—2 литр шыв ĕçмеллине манмалла мар. Кунне 400—500 грамм тĕрлĕ тĕслĕ пахча çимĕç çимелле (пан улми, груша, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман тата ытти те). Чĕрĕ пахча çимĕç организма кирлĕ минералсемпе, витаминсемпе, клетчаткăпа пуянлатать. Чĕрĕлле çиме юрамасть пулсан, духовкăра пĕçерсе çисен лайăх, усăллă. Апата пĕçернĕ чухне нумай вĕретме ан тăрăшăр. Ăна ăшăтса тепре çисен унăн пахалăхĕ чакать. Кофе е хура чей нумай ĕçме юрамасть, вĕсем витаминсен шутне чакарма пултараççĕ. Тата çакăн пек сĕнỹсем парас килет. Стресла лару-тăруран сыхланма, сахалрах кулянма тăрăшăр, вĕсем В ушкăнри витаминсем арканассине ỹстереççĕ. Сывлăхшăн сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла тата тĕрлĕрен эмельсене пĕли-пĕлмесĕр, тухтăр хушмасăр ĕçмелле мар. Шала кайнă чир-чĕрсене вăхăтра сиплемелле, нумайрах хускану тумалла, уçă сывлăшра ытларах çỹреме тăрăшмалла. Час-часах тĕрлĕ енлĕ, шайлашуллă апатлансан та пире витаминсем çитмеççĕ. Çавăнпа ятарлă витаминсем ĕçмелле.
— Халĕ витаминсене темлине те кăлараççĕ: таблетка, желе пеккисем те, капсулăрисем те пур. Хăшне суйласа илсен аванрах-ха?
— Поливитамин комплексĕсене ĕçмелле. Хăшне илмелли пирки вара хăвăр тухтăрпа канашламалла терĕмĕр. Вăл сирĕн сывлăх шайне, сире мĕнле комплекс кирлине пĕлет. Тĕслĕхрен, çие юлнă хĕрарăмсене пĕр тĕрлĕ, ачасене тепĕр тĕрлĕ, ватă çынсене вара тата урăххисем кирлĕ. Витаминсене чăмламасăр шывпа сыпса ĕçмелле. Гиповитаминоз паллисене сисме, туйма пуçласан вара тухтăр патне кайса тĕрĕсленсен аванрах пулĕ.