26 февраля 2020 г.

Çăварни! Çăварни!
Çăвар тулли икерчи!
Эрне хушши катаччи!
Чир-чĕр кайтăр,
Сывлăха пултăр!
Турă-пỹлĕх тивлетне патăр,
Ял карти тĕреклĕ тăтăр!
Чăваш çынни мĕн авалтан тар юхтарсах ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ хастар çынна чăваш пек ĕçлет, теççĕ. Уявĕсем вара… Пĕтĕм ял савăнса тăрать! Иртнĕ канмалли кунсенче Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Ванюшкасси ялĕнче хĕл ăсатса çуркуннене кĕтсе илчĕç. Çуллă та тутлă икерчĕ шăрши аякранах сăмсана кăтăклать, вĕри, пылак чейĕ те, ав, çав тери техĕмлĕ-çке! Шăнкăрав çакса янă утсем тапăртатса тăраççĕ, ырă халăха ярăнтарма васкаççĕ. Шăнкăрав сассийĕ пурне те уява йыхравлать. Ачасемпе çамрăксем, ваттипе вĕтти савăнса ял тавра катаччи чупаççĕ. ...Çак çăварни килсессĕн те Пире çуна кирлĕ мар. Çак çăварни иртсессĕн те Пире савни кирлĕ мар, — çапларах ташласа та юрласа пуçларĕ Çăварни уявне Кĕçĕн Шетмĕри “Çăлкуç” ушкăн. Илемлĕ юрă-кĕвĕ янăракан лапама ял-йыш чылай пухăнчĕ. Çулталăкри хаваслă уява Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Ефимова ăшă та пысăк салам сăмахĕсем каласа янинчен уçрĕç. Ванюшкассисем валли чи пысăк парне те пулчĕ. Шупашкартан çăварни уявĕпе саламлама хаклă хăнасем килсе çитрĕç: Чăваш наци радиовĕн редакторĕ Ирина Лампасова, Владимир Фролов юрăç тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Порфирьев. “Чăваш наци радиовĕнчен пурне те салам калатпăр! Эсир паян çакăнта пĕрле пуçтарăнса хăвăр мĕнлерех туслине, мĕнлерех кăмăллине кăтартса патăр. Тавтапуç сире! Эпир питĕ хĕпĕртетпĕр, савăнатпăр. Малашне те çаплах пулăр, туслă пулăр! Пĕр-пĕрне пулăшăр: йывăр-и, лайăх-и, савăнăç-и, телей-и — яланах пĕрле пулăр. Çăварнипе саламлатпăр сире пурне те!” — терĕç аякран килнĕ хăнасем. Уявра И. Лампасова, В. Фролов, Г. Яковлев (Çеçмер), Ю. Романов (Красноармейски), “Çăлкуç” ушкăн хаваслă та кăмăллă юрăсем шăрантарчĕç, пурне те ташлаттарчĕç, юрлаттарчĕç. Савăнăçлă мероприятие ирттерме пулăшнăшăн Ирина Лампасовăна, Владимир Фролова, Юрий Романова, Геннадий Яковлева, Ольга Белоусовăна, Вера Леонтьевăна, Анатолий Леонтьева, Александр Терентьева, Ольга Терентьевăна, Илья Терентьева, Марина Платоновăна, Надежда Соловьевăна, Зинаида Яковлевăна, Людмила Арюхинăна, Татьяна Филипповăна Тав хучĕсем пачĕç. Мĕн ĕлĕкрен пыракан чăваш йăли-йĕркипе уяв вĕçленсен “çăварни карчăккине” çуна çине лартса илсе тухрĕç, икерчĕ парса ăсатрĕç: “Тутлă пул, чипер кай! Чир-чĕре ялтан илсе кай! Ар пуçне вăй-хăват пар! Арăм пуçне ырлăх-сывлăх пар!”
Т. Филиппова,
В. Петрова.