АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлă тĕлпулу

26 февраля 2020 г.

 Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче, шкулсенчен вĕренсе тухса кайнисемпе тĕлпулу иртет. Унта вара ĕнерхи вĕренекенсем тăван шкулĕсене, юратнă вĕрентекенĕсем патне пуçтарăнаççĕ. Кăçал та Чатукасси шкулне выпускниксем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Нина Егоровна Кудряшова (Маркова). 1965 çулта алла аттестат илнĕ. 1977 çулта алла документ илнĕ Виталий Марков шкул хыççăн тỹрех салтака кайнă. Çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçласан мĕн канăва тухичченех Якути тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнать. Пенсие тухсан тăван ялне — Шăнарпуçне таврăнать. Кил-çурт çавăрать. Мăшăрĕпе савăнса пурăнать. Виталий Кронидович ачасене ĕçрен хăрама кирлĕ маррине, кашни ĕç вырăнĕ хисепре пулнине ăнлантарчĕ. “Пурнăçра арçыннăн авланса çемье çавăрмалла, ача-пăчаллă пулмалла тата пỹрт-çурт лартмалла”, терĕ калаçăвне вĕçлесе В. Марков. Студентсем шкул ачисене тăрăшса вĕренме сĕнỹсем пачĕç. 1—9-мĕш класра вĕренекенсем хăнасене ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Д. Александрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика