21 февраля 2020 г.
Пракка мăш! мăш! туса çывăрать. Лутрарах çан-çурăмлă, тачка арçын хутран-ситрен хăр! хăр! туса пỹлĕме хускатать. Пĕр пĕчченех Тракка. Ытлах ыйхă пăркăчламастчĕ-ха ăна. Халь ултă теçетке урлă каçнăскер хуп турттарать. Каçхи сĕмлĕхре мар... Тăр кăнтăрлах мăшлатать те хăрлатать Пракка. — Пракка, Пракка, подъем! — вĕри пỹрнисемпе сăмсинчен чăмăртарĕ çырă хĕрарăм. — Подъем, эпĕ çитрĕм... Çырма леш енче, мунча евĕр кил-çуртра çуралнă Çинук пулчĕ ку. Праккаран пĕр-икĕ çул кĕçĕнрех. Шупашкарти икĕ пỹлĕмлĕ хваттерте ырлăх курать. Кил-çуртра тĕтĕм сỹнтермен-ха ял хĕрĕ. Хуларан йĕр çухатмасть, тăван килне килсех çỹрет. Çулла яланлăхах тăван кĕтесре Çинук. Хĕл кунĕсенче йăпăртлăха çеç çаврăнса тухать. Ăшă тытăмĕ чиперех сывлать-ши ку çуртра? Тимĕр пăрăхĕсем тăруках шăнса ан сиенленччĕр ĕнтĕ. Хуçалăха пĕр кил урлă тĕпленнĕ Мариç асăрхаса тăрать-ха. Ах, çав чăп-чăмăр сăн-питлĕ Мариçе... Тепĕр чух, мĕн тăвăн?.. Çутти çутатни, паллах, тĕттĕмлетет çав. — Тĕрĕслев кирлĕ çавăн чух... — куçĕсене мăчлаттарать Çинук. — Ух! — Пракка, Пракка, — ура тупанĕнче кăтăк вăййине вылярĕ çăлтăр хĕрарăм. — Эпĕ сана кĕтетĕп кĕçĕр. Пракка хăмăр куçĕсене ăмăртмаллах мăчлаттарчĕ. Сехет йĕпписене сăнарĕ. — Эпĕ сана кĕтетĕп кĕçĕр, — шăмшакĕ тăрăх сивĕ хум чупрĕ. — Кĕçĕр пĕр-пĕчченех вĕт эпĕ. Мĕншĕн сехет йĕпписен ытамĕнчен хăпаймарĕ Пракка? Мĕншĕн?.. Мăшăрĕ, чун юратнă хĕр-упраçĕ Вăрнар тăрăхĕнчи Мăн Явăшран-ха унăн. Амăшĕ çамрăках мар. Халь, нарăс сиввинче, чирлесе ỹкнĕ. Çавăнпах ытлах сăмах параппанне тỹнтерме хăнăхнă Линук. Мăн Явăша çитсе курма тĕв турĕ те. Паллах, çурранах çитрĕ. Каç сĕмлĕхĕнче çил-тăман çавăрттарать те Мăн Явăшра икĕ-виçĕ сехет те тăмарĕ, каялла çула тухрĕ. Пракка çырма леш енчи пĕчĕк çурт еннелле, çырма урлă каçса йĕр турĕ. Ку кĕтесре килĕренех пушă. Çын сасси-кулли çĕтнĕ. Вĕсен хушшинче, виçĕ-тăватă çурта хуралланăн, Çинукăн çеç тĕлĕрмест. Урамалла пĕр чỹрече çутатать. Кил карти енче тепре, иккĕшĕ те пĕчĕкрех... Тĕрĕссипе, ансăртарах касса майлаштарнăскерсем. Ашшĕ-амăшĕн пуянлăхĕ, ашшĕ-амăшĕн управĕ Çинукшăн. — Эх, Пракка, Пракка, — сĕтел çине тутлă аш-пăш, помидорпа хăяр вырнаçтарчĕ Çинук, — Кĕтсе ывăнтартăн мана. Илĕртỹллĕ сăн-питлĕ Çинук. Шкул сакки çинче ларнă чухнех çырма леш енчи урамри Праккана куç хывнăччĕ хĕр-упраç. Анчах яла юлмарĕ вăл. Хулара кỹршĕ ял каччипе çемье çавăрчĕ. Пĕр вăхăт Чулхулара та пурăнчĕç. Шел, мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕчĕ. Хăйĕн çăмăл автомашинипех вилмелле аманчĕ. Мĕн тăвăн, юрату вут-кăварĕ çав... Хăйпе кăмăллă, юратуллă, анлă кăмăл-туйăмлă Çинук. Нарăс уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ. Тĕрĕссипе, пĕр суймасăр, Юратакансен кунĕнче çуралнă. — Эпĕ вĕт, “День влюбленных” кунĕнче упаленсе тухнă, — и-хик! и-хик! шăл йĕрет Çинук. — Мана ялти пек мар, хулара пур иртен-çỹрен Зинаида Хомутовна, теççĕ. Ăнланмалла-и? Хомутовна ашшĕ ячĕ-ха унăн. Вăл йăх-несĕлте хăмăт таврашĕпе çыхăннă. Ăнланмалла ĕнтĕ, хăшĕн-пĕрин ачи-пăчи енчен ăнманран хуйхă-суйхăран пăрăнас шутпах пуль ывăлĕ-хĕрне Шăнкăрч, Курак, Пăрчăкан, Карăк ятсене панă. Пракка çĕнĕ юр çинче мăшăр йĕр хăварса пĕчĕк калиткене хирсе уçрĕ. Чĕри хăйĕн те ырра, те усалла сиссе кăлт! кăлт! кĕрслеттерет. Апатланчĕç, сывлăш çулĕсене уçмалла “Лайăх” ятлă шур эрехе пĕрер черкке пушатрĕç, унтан тепре, тур калашле виççĕ тесе тепрер çавăрса хучĕç. — Çĕр каçмаллах килтĕн пуль Пракка? Сансăр тунсăхларăм. Сывлăш пекех хаклă эсĕ. Нарăс уйăхĕн сывлăшĕ пекех, — тачка арçынна кăмака çумĕнчи диван çинелле йăвантарчĕ Çинук. — Эх, çамрăклăх! Сывă пул ватлăх! Линук тĕллĕн-тĕллĕн чĕркуççи тарăнăш хывнă юра ашса Мăн Явăшран Шурвар çырми урлă каçрĕ. 30 киллĕ Кĕрекаç та хыçа юлчĕ. Шурвартан шăнкăр-шăнкăр шавлакан çăл куçсен сассипе сăрталла улăхрĕ. Алăк умĕнче Линука йăмăх кăвак тĕслĕ виçĕ çулхи аçа кушак Ваçакка кĕтет иккен. Питĕрĕнчĕк çенĕк алăкне чĕрнисемпе чĕркелерĕ вăл. Кил хуçи килте çук-мĕн. Урамалла куç хыврĕ кушак аçи. Питĕ ăслă-тăнлă çав. Праккана çав тери хаклать шеремет. Ара, мĕн пур тутлă апат-çимĕçĕ хатĕрех Праккан ун валли. Пĕр вăхăтрах апатланать. Лавккана та пĕрлех, умлăн-хыçлăнах вашлаттарать Ваçакка. Тата кил хуçипе мунчара та рехетленет. Праккапа çума-çумăнах çывăрма выртать. Пĕчĕк трактор евĕр сухал пайăркисене чĕтретсе мăр! мăр! сасă парать. — Ăçта çĕтнĕ манăн Прокопий? — пĕр вырăнта çине-çинех тăпăртатрĕ хĕрарăм. — Ăçта? Кăштах урисем шăннипе хытăрканăскер енчен-енне утрĕ, пĕр вырăнта тăрсан шур сухаллă мучи тыткаласшăн, ав. Ваçакка та хĕрхенчĕ, хỹрине çил арманĕ евĕр çавăрттарса çырма еннелле маршрут хыврĕ. Линукпа иккĕшне картлашкаллă атă-пушмак йĕрĕпе Çинукăн çутăсăр ларакан кил-çурчĕ илĕртрĕ...
Г. Ефимов-Тусли.