21 февраля 2020 г.

Иртнĕ эрнере Италире хĕллехи триатлон енĕпе тĕнчери XXII чемпионачĕ вĕçленнĕ. Ăмăрту Венецири чи илемлĕ районсенчен пĕринче — Пассо-ди-Камполонго центрĕнче иртнĕ. Унта 17 çĕршывран пухăннă 193 спортсмен кĕрешнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командине 40-ĕн хутшăннă. Старт виçĕ ушкăнпа — арçынсемпе хĕрарăмсем, 23 çул тултарман çамрăксем, юниорсемпе юниоркăсем хушшинче — иртнĕ. Дистанци шутĕнче чупасси, маунтинбайк (велочупу) тата йĕлтĕрпе чупасси пулнă. Ăмăртура А.И. Тихонов ячĕпе хисепленекен спорт шкулĕн воспитанникĕ, спорт мастерăн кандидачĕ Даниил Егоров бронза призерĕ пулни савăнтарать. Александр Васильевпа Марина Ладяшкина вĕренекенĕ юниорсен ушкăнĕнче çĕнтернĕ. Çăмăл мар дистанцие Д. Егоров (3,6 км чупасси, 6 км маунтинбайк, 5,2 км йĕлтĕрпе чупасси) спортсмен 45 минут та 39 çеккунтра парăнтарнă. Пĕрремĕш вырăна Норвеги çынни Каспер Роннинг тухнă, иккĕмĕшне Ярослав Куриленок (Раççей) йышăннă. Даниил Егоров Чатукассинче çуралса ỹснĕ. Халĕ экономикăпа технологи колледжĕнче вĕренет, “Пожарная безопасность” специальноçе алла илет. Ăмăртăва кайса килме пулăшнăшăн Чатукассинчи Вадим Германович Куракова тав сăмахĕ калатпăр.