АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Судра ĕçлекенсем ăмăртнă

21 февраля 2020 г.

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Лапсар поселокĕнче судра ĕçлекенсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. Унта пирĕн районтан пиллĕкĕн хутшăнчĕç. Пуринчен те ăнăçлăрах судьяна пулăшакан Надежда Антипова ăмăртнă. Вăл 2-мĕш вырăн йышăннă. Н. Антипова хăйĕн пултарулăхне пула Аслă суд команди йышне кĕме тивĕç пулнă. Унта ăна пĕрремĕш этапра чупма шаннă. Ку тапхăрта вăл пĕрремĕш çитнĕ. Çапла вара Аслă суд команди эстафетăлла ăмăртура çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Çакна каласа хăвармалла: суд ĕçченĕсен хушшинче çак евĕр ăмăртусем кашни çулах иртеççĕ. Унта Н. Антипова та активлă хутшăнать. Тĕслĕхрен, пĕлтĕрхи ăмăртура вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. Малалла та ăна ăнăçусем сунатпăр.

А. Сидоров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика