21 февраля 2020 г.
.jpg)
Таврара шап-шурă юр. Март уйăхĕ пулсан та çанталăкĕ сивĕ-ха. Таврана кĕрт хỹсе лартнă. Урамра лаша çунин çулĕ кăна. Утма çул та çавăнтан. Кăсăясемпе çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Аякра ача-пăча сасси хаваслăн илтĕнет. Шалт-шалт! Шалт-шалт! илтĕнсе тăрать пỹртре чăпта çапнă сасă. Иккĕн тăрмашсах чăпта çапаççĕ. Чăпта хĕççи хăпарать-анать, хăпарать-анать. Кĕтесре ача сăпки çакăнса тăрать, унта пĕчĕк пепке çывăрать. — Ывăлăм çывăрса кайрĕ пулас... Çивиттине майлам-ха, — тет пепкен çамрăк амăшĕ. Вăл ачи патне пырса çивиттине майларĕ, юратнă пепкене пĕтĕм чун хавалĕпе сăнарĕ, вăл хăйне майлă сасăпа мăшлатса çывăрать-çке. Чунра епле ырă, Турă сыхлатăрччĕ сана, пепкем. — Анне, вăл çывăрнă вăхăтра эсĕ кăштах канса ил-ха. Эпĕ курăс чĕрем, чăпта хырăмне те çĕлемелле. Ача вăраниччен ĕлкĕретĕп пулĕ-ха. — Эпĕ те выльăхсене апат парса кĕрем-ха апла, — тесе хайхискер тумланса тула тухса кайрĕ. Пỹртре шăплăх хуçаланчĕ. Çамрăк хĕрарăм шухăша кайрĕ. Ир те, каç та çак чăптана çапса укçа тăвасчĕ те, епле пулсан та хамăрăн çемье вучахне çавăрасчĕ. Аннесĕр пуçне килте пичче те, йăмăк та пур-çке. Савнă çыннăм, упăшкам та чунне парсах ĕçлет. Ирех тухса каять те каç пулсан çеç таврăнать. "Хурçă утпа" ĕçĕ питĕ нумай. Çумра ырă çыннăм пурри çеç-мĕн пур йывăрлăха та çĕнтерет. Тавтапуç эсĕ пурришĕн! Яланах шан мана, эпĕ — санăн тĕрекỹ тетĕн. Юратса савсах пĕрлешрĕмĕр. Пурнăç çулĕ çеç вăрăм пултăрччĕ, пур йывăрлăха та çĕнтерсе пырасчĕ, алăран пĕр-пĕрне вĕçертес марччĕ. Турă панă пурнăç кустăрми пĕр тикĕссĕн чуптăрччĕ. Пурнăç хуллен малаллах шăвать. Кĕçех ялтан пĕрисем урăх вырăна куçса кайрĕç. Пушă пỹрт вырăнĕ юлчĕ. Юльăпа Коля Ильинсем васкасах çак пỹрт вырăнне илсе юлчĕç. Анчах та пỹрт лартмалла. Кĕçех Сĕнтĕрвăрри районĕнчен йывăç пура илсе килсе майлаштарса хăпартрĕç. Унтан пурăнма куçрĕç. Карти-хуралтине те пĕчĕккĕн майлаштарчĕç. Амăшĕсем выльăх-чĕрлĕхпе тивĕçтерчĕç. Йывăрлăх юратăва татах çирĕплетет. Çак юратура вĕсен икĕ ывăлпа пилĕк хĕр çуралать. Пурне те тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе ура çине тăратаççĕ. Ывăлĕсене салтака ăсатса кĕтсе илни халĕ те асрах-ха. Алăк урлă каçсанах: "Анне, атте!" — тесе чупса пырса ыталаса илни, савăнăç куççулĕпе амăшĕ: "Ывăлăм", — тесе пуçа вĕсен кăкăрĕ çине хурса йĕрсе яни. Кашни çыннăнах пурнăçра кĕтмен инкек сиксе тухма пултарать. 24 çула çитсен Тоня ятлă хĕрĕ сасартăк пурнăçран уйрăлать. Кĕрỹшĕпе хĕрĕ тăлăха юлаççĕ. Пурнăç вăл хăш чух ỹкерет те, тăратать те. Пурне те чăтса ирттерме пулать. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Пурпĕрех малалла пурăнмалла. Кивĕ пỹрт — кивĕ пỹртех, юсаса та пĕтереймĕн. Каллех çĕнĕ пỹрт лартмалла, ку хутĕнче кирпĕчрен хăпартаççĕ. Ачасем те пĕрин хыççăн тепри мăшăрланаççĕ. Тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшĕ килне час-часах килсе çỹреççĕ, пулăшаççĕ, 54 çул пĕрле килĕштерсе савса пурăнсан мăшăрĕ — Николай Константинович пурнăçран уйрăлать. Йывăр чир ăна автансăр яла илсе каять. Пурнăçра иккĕшĕ те шỹте юрататчĕç, çынран тăрăхласа мар, хаваслă кулмалла шỹтлетчĕ. Ял-йыш та питĕ килĕштерет вĕсене. Çакнашкал каларăш пур халăхра. Пĕррехинче упаран ыйтаççĕ, тет, мĕншĕн эсĕ курпунлă тесе. Упа: "Эпĕ хам ĕçлетĕп — çавăнпа", — терĕ, тет. Николайпа Юлия Ильинсем те пĕр улшăнмасăр, пĕр кун сиктермесĕр хăйсен ĕç вырăнĕнче тăрăшаççĕ. Пĕри Танăш ялĕнчен "Нива" хуçалăха мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех трактор-машин паркне утăмлать. Юлия Ефремовна та хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе хутшăнать. Иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята илнĕ вĕсем. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пĕри — тракторпа, тепри сĕт пухакан пулса ир-ирех 3-4 яла çитетчĕç, хуçалăх валли "шурă ылтăн" пухатчĕç, ăна хамăр районти сĕт-çу заводне çитерсе паратчĕç. Каялла вара хăймине уйăрнă сĕте илсе тухса ялсем тăрăх валеçетчĕç. Пĕрре те ỹркенсе тăман. Унтан тепĕр ир валли сĕт бидонĕ-сене çуса тасатса типĕтнĕ. Ялти халăх вара питĕ кăмăллăччĕ. Юр-и, çумăр-и çунă, вĕсем яланах ĕçре. Çапла питĕ пултаруллă та ĕçчен, ялта хисеплĕ çынсем. Халĕ Юлия Ефремовна 80 çул урлă каçнă. Паянхи куна унăн 14 мăнук тата кĕçĕн 8 мăнук. Юра ывăлĕ ялта тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтернĕ. 4 ачи çем-йисемпе Мускавра пурăнаççĕ. Тепĕр хĕрĕ Вăрмар районĕнчи пĕр ялта çемйипе тĕпленнĕ. Савăнать кинемей вĕсем пуçтарăнсан, мĕншĕн тесен пурнăçра чи кирли юрату, çемье, кил ăшши. Турă мĕн чухлĕ пилленĕ, çавăн чухлĕ пурăн. Сывлăху тата нумай çул пурăнма çиттĕр. А. Козлова.