21 февраля 2020 г.
.jpg)
Вĕрентекен! Çак сăмах пирĕнпе пĕрле ĕмĕр тăршшĕпех юнашар утса пырать. Пĕчĕк ача çуралсанах хăй кам иккенне тĕрĕс ăнланса илесси, вăл пултаруллă та пуçаруллă, хăйне евĕрлĕ çын пулса ỹсесси — пĕтĕмпех вĕрентекенрен килет. Пĕрремĕш вĕрентекен вăл ачан ашшĕ-амăшĕ пекех. Амăшĕпе пĕрле ача пĕрремĕш утăмсем тăвать, пĕрремĕш сăмахсем калама вĕренет. Ỹсерехпе ача шкула каять. Шкул пурнăçĕнче кам пĕрремĕш вĕрентекен пулать — ку кашни ашшĕ-амăшнех хумхантарать. Ачан шкула каяс килет-и, мĕнлерех туртăмсем унăн, пĕтĕмпех пĕрремĕш вĕрентекенрен килет. Ахальтен каламан пулĕ — вĕрентекен вăл иккĕмĕш анне тесе. Манăн сăмах Галина Юльевна Максимова пирки. Вăл Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Галина Юльевна Муркаш районĕнчи Кăпас ялĕнче çуралса ỹснĕ. Хамăр районти Карай ялĕн пултаруллă каччипе Владимир Петрович Максимовпа çемье çавăрнă. Вĕсем хăйсем пекех маттур ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсен виçĕ мăнук. Галина Юльевна вĕрентекен патĕнче манăн ывăлпа хĕр те пуçламăш классенче пĕлỹпе воспитани илнĕ. Пĕрремĕш класа ача вăтанарах та хăюсăртарах килет. Вĕрентекенĕн пурин патне те кирлĕ сĕнỹсем, канашсем тупма тăрăшмалла. Кашни ача хăйне май, унăн хăйĕн кăмăл-туйăмĕ, хăйĕн ỹсĕмĕ. Галина Юльевна вĕрентекен пулнă май, кашни шкул ачине тарăн пĕлỹ илме хавхалантарса, унăн кăмăлне çĕклеме, пĕлỹ илмелли тĕрлĕрен мелсемпе усă курса ачасене харпăр хăй-вăй халне шанма, хăйне хисеплеме хавхалантарса, ачан пултарулăх майĕсене тĕрĕс хак пама вĕрентнĕ. Класс ертỹçи пулнă май ачасемпе яланах тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ. Çак туслă ушкăнра ачасем те пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Вĕсен пĕрлехи интересĕсем, ырă кăмăлпа юлташлăх çитĕнĕвĕсем туллин аталанаççĕ. Ачасен шкула каяс туртăмĕ кунран-кун ỹссе пырать. Çак туртăма вĕсене чăннипех те мухтава тивĕçлĕ Вĕрентекен, шкулта 35 çул ытла ĕçленĕ класс ертỹçи Г. Максимова йĕркелесе пынă. Пирĕн ачасен шкул пурнăçĕнчи самантсене аса илмеллисем пурах. Мĕншĕн тесен вĕсен пĕрремĕш çитĕнĕвĕсене уçса пама чăннипех те пултаруллă, пуçаруллă, ăслă, ырă, пурне те ăнланакан педагог Галина Юльевна пулăшса пынă. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Галина Юльевнăна çĕре çити пуç таятпăр, питĕ пысăк тав сăмахĕ, калатăп. Унăн çỹллĕ профессионаллă шайĕ, чăтăмлăхĕ, ачасем патне юратăвĕ, калаçма пĕлни пирĕн ачасене вĕренỹре те, ĕçре те ялан хавхалантарса пырать. Галина Юльевнăна эпир юбилей ячĕпе саламласа çирĕп вăй-хал, иксĕлми телей сунатпăр. Сирĕн вăй-халăр, чун çирĕплĕхĕ ан иксĕлччĕр. Çывăх çынсен юратăвĕпе тимлĕхне, ăш пиллĕхне куллен туйса тăмалла пултăр. Ан чирлĕр, ан ватăлăр! Е. Дмитриева.