21 февраля 2020 г.

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче “Трак ен — кедр тăрăхĕ” проект ертỹçисем — Светлана Матвеевнăпа Валерий Геннадьевич Мефодьевсем — кĕçĕн класри ачасемпе тĕл пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле Трак тата Красноармейски шкулĕсене инçе çула кĕскетсе Украинăри “Кедры Украины” обществăлла организацин ертỹçи Татьяна Мадисон, унăн мăшăрĕ Станислав Прядка, ачисем Зарянăпа Анастасия хăнана пычĕç. “Кедры Украины” пĕрле-шỹ 2017 çулта йĕркелен-нĕ. Унăн тĕллевĕ — çут çанталăк пуянлăхне упраса хăварасси, хушăнтарасси тата çĕнĕрен чĕртсе тăратасси, тавралăха тасатса çĕнетесси. Çынсен, çĕршывăн чăн-чăн пуянлăхĕ çут çанталăк пуянлăхĕпе тачă çыхăнса тăрать. Асăннă организаци Красноармейскинчи “Трак ен — кедр тăрăхĕ” проектпа 2017 çулта çыхăнса ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун та икĕ проект йĕркелỹçисем тачă çыхăнура ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăраççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ... Çакна та каласа хăвармалла: “Кедры Украины” организаци чылай проектсем йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, “Эко Деда Мороза” тĕнчери пултарулăх конкурсне Раççейпе Украинăран пурĕ 390 çын хутшăннă. Трак тата Красноармейски шкулĕсенчен 10 ытла ача сăвăсем, калавсемпе юмахсем, ỹкерчĕксем ярса панă. Вĕсен ĕçĕсем “Новогодняя книга Эко Деда Мороза” кĕнекене вырнаçнă. Татьяна Викторовна Киев хулинче 2019 çулта пичетленсе тухнă илемлĕ хуплашкаллă кĕнекесене Ульяна Павловăна, Дарья Гавриловăна, Кирилл Ефимовпа унăн асламăшне тата аслашшĕне, Камилла Борисовăна, Антон Цветкова, Тимур Романова, Егор Иванова, Виктория Владимировăна, Мария Александровăна, Кирилл Карпова, Анастасия Мефодьевăна, Юлиана Рябчиковăна, Даниил Дмитриева, Светлана Мефодьевăна парнелерĕ. Тĕл пулура кашни ача кедр вăрри акрĕ. Светлана Матвеевна пурне те çывхарса килекен Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламларĕ, ырă кăмăл, телей, юрату тата кедрпа ытти йывăçсене лартас çĕрте хастар хутшăнма сунчĕ. “Пирĕн çĕр яланах ешертĕр. Тĕн-чере мир кăна хуçалантăр”, — терĕç йĕркелỹçĕсем.
Т. Филиппова.