АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕсен форумĕ — Красноармейски шкулĕнче

21 февраля 2020 г.

Ашшĕсен форумĕ — Красноармейски шкулĕнче

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски вăтам шкулĕнче “Ашшĕсен кунĕ” форум иртнĕ. Районти вĕренỹ учрежденийĕсенчи аслă классенче вĕренекенсем патне Чăваш Республикинчи “Чăваш енри ашшĕсен канашĕ” обществăлла организаци членĕ С.Н. Романов килсе çитрĕ. Сергей Николаевич ачасемпе “Мужчина и женщина. Взаимодействие в паре” темăпа çемьери арçынсемпе хĕрарăмсен тивĕçĕсем, ача-пăча пурнăçĕнче ашшĕ мĕнле вырăн йышăнни çинчен тухса калаçрĕ. С. Романов Красноармейски шкулĕн коллективĕпе те семинар ирттерчĕ. Вăл çемье институтне тата çемье пахалăхне çирĕплетес тĕллевпе йĕркеленĕ “Школа для родителей” вĕренỹпе методика комплексĕпе ĕçлемеллине ăнлантарчĕ. Форума килнĕ ашшĕсене вĕренекенсем экскурси кăтартрĕç. “Летопись школы” музейпе, “Лица Чувашии” куравпа, Мухтав залĕпе паллаштарчĕç. Ашшĕсем “Точка роста” центрта шахматла вылярĕç. “Робототехника” кружок членĕсем хăйсен моделĕсене тата квадрокоптер ĕçĕ-хĕлне кăтартрĕç. Спортзалра кадетсем автомат салатасси-пуçтарассипе мастер-класс ирттерчĕç, арçынсем вара пĕр-пĕрин хушшинче тупăшса начар мар результат пачĕç. Шкулти “Луч” спортклубăн “Каратэ” секцине çỹрекен ачасем те ашшĕсене хăйсен маçтăрлăхне кăтартрĕç. 12 сехетре фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç: кадетсем çирĕппĕн утса ялав илсе тухрĕç. Раççей гимнĕ янăрани пухăннисен чĕрисенче Тăван çĕршыв мăнаçлă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Малалла “Заволжски” клубăн пултарулăх ушкăнĕсем çĕршыв хỹтĕлевçисене халалласа илемлĕ концерт кăтартрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов форума хутшăнакансене саламларĕ, малашнехи тĕллевсем пирки каласа пачĕ, малалла та пĕрле ĕçлеме шаннине пĕлтерчĕ. “Пĕр çын пек пулса йĕрке тăвар”, — терĕ Александр Николаевич. Çавăн пекех вăл çемье хаклăхĕ, ачасен воспитанийĕнче ашшĕсен пĕлтерĕшне палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов Трак тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăннă арçынсене Тав хучĕсем пачĕ. Унтан залра ларакансемпе республикăри “Чăваш енри ашшĕсен канашĕ” обществăлла организаци членĕ С. Романов тĕл пулнă. Вăл организаци ĕçĕ-хĕлĕ, ачасене ỹстерес ĕçре ашшĕн тỹпи пысăк вырăн йышăнни пирки каласа пачĕ.

Т. Филиппова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика