21 февраля 2020 г.

Пĕр хĕвеллĕ сивĕ кун Яккупа Марфа килĕнче ача сасси янранă. Ку вĕсен пиллĕкмĕш ывăлĕ çут тĕнчене килнĕ. Юрий Çĕршыва хỹтĕлекен кунĕнче 1940 çулта çуралнă, çĕр çинче 80 теçетке çул пурăнать. Унăн кăмăлĕ ырă та ăшă. Иртеç кунсем, иртеç çулсем, ачаллă пулчĕç ачусем... Çак кунсенче Юрий Яковлевич Яковлев мăшăрĕнчен, юратнă ачисенчен, çывăх тăванĕсенчен, мăнукĕсенчен кăмăллă та чи ăшă саламсем йышăнать. Ачалăх пурнăçĕ нумай ачаллă çемьере ỹснĕрен çăмăлах пулман, çиме çăкăрĕ те, тумтирĕ те çитсе пыман. Çапах та пурнăç çулĕпе пĕр шикленмесĕр малаллах талпăннă. Сакăр ачан ашшĕ-амăшĕ ялти хисеплĕ çынсем пулнă. Юрий ултă çул Хусакасси шкулне такăрланă, йывăр пурнăçа пула малалла вĕренме май килмен. Уй-хирте лашасем пăхнă, колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. Салтак ячĕ тухсан пĕр шикленмесĕр çĕршыв чиккине сыхлама Азербайджана лекет. Пограничник пулнă. Çар тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн тăван ялах таврăнать. Юрий Яковлев Турă пилĕпе ырă та хаваслă, тăрăшуллă та тимлĕхлĕ мăшăр тупнă. Кỹршĕ Хусакасси ял хĕрĕпе, Нина Алексеевнăпа, пурнăç çулĕпе алла-аллăн çавтăнса утма сăмах панă. Ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра ĕçленĕ. Юратура пилĕк ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Юрăпа Нина Яковлевсем хăйсен ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Кил хуçи арçынĕ те нихăçан та кахал пулман. Пĕр хушă тăван хуçалăхра бригадирта тимленĕ. Çынсене ĕçлеттернĕ. Нумай хушă фермăра скотникра тăрăшнă. Нихăçан та ỹркенсе тăман вăл. Ферма заведующийĕнче те ĕçлеме тỹр килет. Сĕт нумай суса илессишĕн ытти ĕçченсемпе пĕрле ырми-канми ĕçлет. Йывăр самантсем пулнă, анчах та пур ĕçе те пурнăçланă. Мăшăрĕпе пĕр чĕлхерен пурăнаççĕ. Çын çине шанса ларман вĕсем, нумай тăрăшнă. Ялта кирпĕч çурт, хуралтăсем çĕкленĕ. Нарăс уйăхĕнче вĕсен Нинăпа пĕрле пурăнма пуçлани 57 çул пулать. Халĕ вăй çитнĕ таран кил-терĕшĕнче ĕçлеççĕ. Кроликсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп нумай усраççĕ. Хĕрĕ, Анфиса Юрьевна, юратнă çыннисем çинчен ырăпа калать: “Аттепе аннене ултă ача ура çине тăратма çăмăл пулман ĕнтĕ. Апла пулин те хăйсем ăшшине ним шеллемесĕр пире панă, вĕрентсе кăларса ура çине тăма пулăшнă, таймапуç аттепе аннене чун-чĕререн пире ỹстер-нĕшĕн”. Паянхи кун Анфиса мăшăрĕпе, Тольăпа, Комсомольски районĕнче пурăнать. Шел те, ултă тăвантан — Радикпе Юрик вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлчĕç. Паянхи кун та Юрий Яковлев Крентейкасси ялĕнче мăшăрĕпе кун кунлать. Тăван кĕтесре çуралса тăван кĕтесрех ватăлать. 80 çулта пулсан та пурнăç шăпипе килĕштерсе пурăнма тăрăшать. Çапах та ĕмĕр иртет тесе ан хуçăл. Сана тăванусем чунтан юратаççĕ. Чун ăшши, ăс-хакăл, юрату пурин валли те иксĕлми санăн. “Кун-çулу кĕмĕл уйăх пек çутă пултăр. Турă вăй-хал патăр. Çут çанталăк ырлăхĕпе киленсе, ачусен пархатарне курса, тăванусен ăшшине туйса пурăнмалла пултăр. Эпир сана юрататпăр, санпа мухтанатпăр. Эсĕ пулсассăн кил ăшши пĕтмест”, — теççĕ çывăх çыннисем. М. Романова.