21 февраля 2020 г.

Иртнĕ эрнекун Красноармейски райповĕн 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен отчетлă пухăвĕ пулчĕ. Çулталăкра пулакан тĕп мероприятине Чăвашпотребсоюз правленийĕн пуçлăхĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ, Центрпотребсоюзăн членĕ В. Павлов хутшăнчĕ, пысăк сăмах тухса каларĕ. Ку евĕр пухусенче, хамăр райпо ирттерекен савăк мероприятисенче пĕрре кăна мар пулма тỹр килнĕ мана. Вĕсенчен яланах ырă кăмăлпа таврăннă эпĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Пухура тĕп ыйтупа райпо канашĕн председателĕ, район канашĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Р. Николаева тухса калаçрĕ. Роза Александровна хăй ертсе пыракан коллективăн 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, çавсене электронлă презентаципе çирĕплетрĕ. "Çакна палăртма кăмăллă, — терĕ Роза Александровна, — "Козловский коопторг" ООО-сăр пуçне пирĕн тытăмри уйрăмсем иртсе кайнă çула тупăшпа вĕçлерĕç. — Район бюджетне 27,3 млн. тенкĕ укçа хывнă, вăл шутран райпо урлă 12,8 млн, производство урлă 3,4 млн., обществăлла апатлану предприятийĕ 4,3 млн. "Восход плюс" ООО 4,7 млн., "Куславкка коопторгĕ" ООО 2,1 млн. тенкĕ. Пирĕн тĕп тĕллев — экономика эффективлăхне хăпартса пырасси. Эпир ку енĕпе туллин ĕçлесе пыратпăр та. Ăна пурнăçлама хамăрăн кашни тытăмрах рентабельлĕхе, кăтартăва туллин ỹстерме, çĕнĕ продукци тĕсĕсене пысăклатма, хамăр кăларакан продукци хисепне ỹстерсе, ăна рынокра сутма пысăклатма, вĕсемпе тĕрлĕ йышши конкурссене хутшăнма, малашне ытти программăсене хутшăнма палăртатпăр". Паян райпо тытăмĕнче 220 çын тăрăшать. Иртсе кайнă çул райпон пĕтĕмĕшле ĕçĕ 418 млн. тенкĕпе (ỹсĕм 119 процент) танлашнă. Çав шутра ваккăн сутмалли суту-илỹ 311 млн. тенкĕ (75 процент) пулнă. Çак тапхăрта суту-илỹ ĕçченĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 19060 тенке çитнĕ. Трак енри суту-илỹ тытăмĕнче паянхи кун 67 лавкка, вĕсенчен 3-шĕ арендăна илнĕскер, пĕр павильонĕ арендăна панăскер. Иртнĕ çул Куславкка районĕнчи лавккасене пула вĕсен шучĕ пысăкланнă. Вĕсене пĕтĕмпех автоматизациленĕ, вĕсенчен 47 процентне — тулли программăпа. Ытти 36 магазина бюджет мелĕпе виçĕ оператор пăхса тăрать. 2019 çулхи декабрьте обществăлла апатлану предприятийĕсене автоматизацилеме тытăннă. Çак ĕçе кăçалхи июль уйăхĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Обществăлла апатлану предприятийĕ 5 кафене, 1 закусочнăя, кондитер тата пулă цехĕсене пĕрлештерет. Иртнĕ çул асăннă предприятин тавар çаврăнăшĕ 39 млн. тенкĕпе танлашнă, кунта тĕрлĕ йышши продуктсем 41,3 тонна (ỹсĕм 106 проц.), вĕсенчен çурма фабрикатсем 19,8, тăварланă тата тĕтĕмленĕ пулă 20,5 тонна туса кăларнă. Иртнĕ çул "Пельменная" кафен тасатмалли (моечнăй) пỹлĕмĕсене тĕпрен юсанă. Çак тапхăрта тĕрлĕрен оборудовани (233 пин) туяннă. Иртнĕ çул обществăлла апатлану тытăмĕнче "Бабушкины", "Вознесенские", "Вкусное ушко" пельмень, "Шоколадный десерт" торт, "Пышка" печени кăларма пуçланă. Пĕлтĕр райпо 928 пин тенкĕлĕх тỹлевлĕ çăмăллăхсем панă, йăлари ĕç хакĕ 860 пин тенкĕпе танлашнă. Кунсăр пуçне райпо Трак тăрăхĕнчи водительсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларать. Çавна май районти 5 предприятипе килĕшỹ тунă. 2019 çулхи февральте парикмахерскинче 66 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Иртсе кайнă çул хатĕрлев ĕçĕнче тавар çаврăнăшĕ 39,3 млн. тенке çитнĕ. Асăннă хушăра сĕт пухасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Ку кăтарту 376 тонна таран (1,5 хут) ỹснĕ. 4727 пуç чăх-чĕп сутнă. Трак енри лавккасем урлă 288 тонна çăкăр продукчĕсем, 10 тонна çĕр улми вăрлăхĕ, 2,3 тонна вăрлăх сухан, 43 тонна пурлăх тăварĕ ăсатнă. 2019 çулта "Красноармейски çăкăр комбиначĕ" ООО 27 млн. тенкĕлĕх тавар продукцийĕ туса кăларнă. Ăна Чăваш Республикипех салатаççĕ: Куславккана, Шупашкарти 19 вырăна, Кỹкеçе, Çĕрпĕве. 378,1 тонна çăкăрпа унăн изделийĕсене (ỹсĕм 107 проц.), кондитер япалисене 80,5 тонна, макарон япалисене 10,6 тонна ытла туса кăларнă. Çавна май предприятире тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçийĕ те хăпарнă. Кунта оборудование çĕнетес ĕçпе те чылай тимлеççĕ. Райпо хăйĕн ĕçĕсене тĕрлĕ куравсенче кăтартма та пултарать. Акă, регионсем хушшинче йĕркеленĕ наци кухнин "Гостеприимная Чувашия" куравĕнче пирĕн "Общепит" ООО пĕрремĕш вырăн йышăннă. "Лучшее кондитерское изделие 2019 года" номинацинче "Нарезное" печени пĕрремĕш вырăна тухнă, çакăнтах "Цивильный" çăкăра виççĕмĕш степеньлĕ Дипломпа хакланă. Калуга облаçĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Лучший хлеб России" X конкурсра Красноармейскисен "Витязь" çăкăрĕ пĕрремĕш вырăна тухнă, I степеньлĕ Диплом, пĕчĕк кубок тата Центросоюзăн пахалăх кубокне çĕнсе илнĕ. Роза Александровна хăйĕн сăмахĕнче райпон ытти ĕçĕсем пирки те чарăнса тăчĕ. Пухура чыслă ĕçшĕн нумайăшĕ наградăсене тивĕçрĕ. В. Павлов "Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ" ООО-н чуста çăраканне Н. Илларионовăна нумай çул хушши çак ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине пачĕ. Шупуç ял лавккин заведующийĕ М. Игнатьева ЧР Суту-илỹпе промышленность палатин Хисеп грамотиллĕ, "Восход плюс" ООО директорĕ М. Евграфова Чăвашпотребсоюз канашĕн Тав хучĕллĕ пулчĕç. Райхаçат журналисчĕ Ю. Борисов массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче йĕркеленĕ "Потребительсен кооперацийĕ-2019" конкурсра çĕнтернĕшĕн Валерий Михайлович аллинчен пĕрремĕш степеньлĕ Диплом илчĕ. Шупашкар хăни "Потребительское общество — лидер работы с личными подсобными хозяйствами" конкурсра палăрнăшăн райпо канашĕн председательне Р. Николаевăна виççĕмĕш степеньлĕ Диплом пачĕ. М. Игнатьева (Шупуç) "Магазин — лидер заготовок Чувашпотребсоюза" тупăшура мала тухнăшăн виççĕмĕш степеньлĕ Диплома, А. Иванов "Чи нумай сĕт тата аш-какай паракан" конкурсра палăрнăшăн Дипломсене тивĕçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов хăйсен ĕçĕнче ырă ятпа палăрнăшăн райпон категори менеджменчĕн пайĕн пуçлăхне Л. Тимофеевăна тата Чатукасси лавккин заведующине Л. Викторовăна Тав çырăвĕсем пачĕ. Пухăва хутшăннисем пирĕн райпон ĕçне лайăх енчен хакларĕç. Унта Л. Соколова (Красноармейски), Р. Афанасьева (Упи), М. Игнатьева (Шупуç) тухса калаçрĕç. Ю. Борисов.