21 февраля 2020 г.

Трак шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика ларăвĕ иртрĕ. "Тăван чĕлхене рефрен майĕпе вĕрентесси" ятпа иртнĕ мероприятие районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем тата чăваш наци конгресĕн представителĕсем килсе çитрĕç: Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Г.Л. Никифоров, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн председателĕ, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ А.В. Ишова (Шупашкар районĕ, Тутаркасси), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Т.Н. Петрова (Çĕрпỹ районĕ, Опытнăй). Инçетрен килнĕ хăнасем Трак шкулĕн вĕрентекенĕсем (Ю.Е. Кузьмина, И.М. Федорова, И.А. Павлова) хатĕрленĕ уçă уроксене пăхрĕç. Чăваш наци конгресĕн представителĕсем çавăн пекех ИЗОпа технологи учителĕ Н.В. Кривошеев йĕркеленĕ ачасен ал ĕçĕсен куравĕпе киленчĕç, шкулти Этнопедагогикăпа Этнографи музейĕсене кĕрсе курчĕç. Тĕл пулăвĕн тĕп пайĕ акт залĕнче иртрĕ. Ачасем "Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр!" уçă мероприяти кăтартрĕç, сăвăсем каласа, юрăсем шăрантарса пурин чĕрисене те тыткăнларĕç. "Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине паха шайра вĕрентесси" тема тавра çавра сĕтел ирттерчĕç, тĕл пулăва килнисем хумхантаракан ыйтусем çĕклерĕç, пĕр-пĕринпе канашларĕç. Ларура Трак шкулĕн директорĕ И.А. Федорова, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен И.М. Федорова, "Трак ен — кедр тăрăхĕ" проект ертỹçи С.М. Мефодьева, Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх председателĕ И.А. Прокопьев, Г.Л. Никифоров тата ыттисем те тухса калаçрĕç, йышăну турĕç. Т. Филиппова.