18 февраля 2020 г.
Серафима Кирилловна Афанасьева Çĕньял Упи ялĕнче çуралса ỹснĕ. Хăй пурнăçне çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе халалланă. Хăй чĕрĕ чухне хăш-пĕр аса илĕвĕсене çырса хăварнă вăл. Кăçал района йĕркеленĕренпе — 85, Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă май вулакансене вĕсемпе паллашма кăсăклă пуль тесе шутлатпăр. Аяларах вăл çырса хăварнисене пичетлетпĕр. Мускав сасси 1926 çулхи июнь уйăхĕ. Çанталăк ăшă уяр тăрать. Пĕр ирхине Хусанта вĕренекен пиччене илме Канаша лашапа кайрĕç. Вĕсем çĕнĕ инкепе килессе кĕтетпĕр, килнĕ çĕре пỹрте йĕркелерĕмĕр. Урайсене çурăмăр, кил хушшине çỹп-çапран тасатрăмăр. Çĕнĕ çын, Хусанта вĕренекен çын килет пирĕн çемьене тесе хавасланатăп, эпĕ 5-мĕш класра вĕренетĕп. Хайхискерсем каç пулсан тин çитрĕç. Тепĕр кунне тĕлĕнтермĕш япаласем курса тĕлĕнетпĕр. Эпир анчах мар, никам та ку таранччен курнине каламаççĕ. Пысăк чашăк пек, хура картон евĕр япаларан тунă çатма, хыçалта темĕнле винт пур (репродуктор). Темиçе банка пек тăваткал ещĕксем (батарейсем тет пичче, вăл сăмахсем ун чух пирĕншĕн çĕнĕ сăмахсем). "Антенна тăватпăр",— тет. Икĕ вăрăм шăчă якатрĕ. Унăн тăррине виçĕ кĕтеслĕ пĕчĕк хĕрлĕ ялав вырнаçтарчĕ. Çỹллĕ икĕ юпа кашта хушшине пăхăр пралукпа карчĕ. Вăл мĕн ĕçленине ялти çамрăксем, комсомолецсем пăхса тĕлĕнеççĕ, хăшĕ-пĕрисем ăна пулăшаççĕ. Çамрăксем пулăшнипе çỹллĕ юпасене вăрăм вĕренсемпе çыхса туртса тăратса лартрĕç, вĕсене çирĕп ларма йăмраран кăкарса çирĕплетрĕç. Антеннăран пỹрте пралук илсе пычĕç, çав пралука темĕнле тĕлĕнтермĕш ещĕкпе сыпăнтарчĕç. — Паян каçчен ку ĕçе туса пĕтерсен каçхине Мускав сассине итлетпĕр, — тет пичче. — Ку пирĕн радио громкоговоритель пулать. Пирĕншĕн каллех илтмен çĕнĕ сăмахсем. Пĕтĕмĕшле майлаштарса çитерсен, чăваш ялĕнче, хресченĕн пĕчĕк пỹртĕнче Мускав сасси (радио) янраса кайрĕ. Хăш-пĕр çынсем ĕненмеççĕ. — Мĕнле килтĕр-ха Мускавран, Хусантан калакан сас? — теççĕ. Мĕн чухлĕ хаваслăх пулчĕ ку пире: тĕрлĕрен юрăсем юрлать, радио каланине итлеме çывăхри ялсенчен — Хĕлеçрен, Чаканартан, Кĕçĕн Чуллăран çынсем, çамрăксем пухăнатчĕç. Çав тĕлĕнтермĕш хура картон çатмана — репродуктора — урама тухакан хапха тăрне лартса ярсан, Çавал улăхĕ тăрăх инçе-инçех каятчĕ янраса сасă. Çĕньял Упи ялĕнче çамрăксемпе комсомолецсем тăрăшнипе 1926 çулта радио лартнă. Вăл радиопа Мукавран, Хусантан каланине итленĕ эпир. Ун чухне чăваш сăмахĕ, чăваш юрри эфирта янраман, мĕншĕн тесен Шупашкарта радиоузел пулман. Çапла вара малтанхи радио сассине Пантелеймон Кириллович Афанасьев комсомолец тăрăшнипе итленĕ. Вăл ун чухне Хусанта вĕреннĕ, радиоузелта ĕçленĕ, музыкăпа интересленнĕ, хут купăспа тĕрлĕрен кĕвĕсем вылятчĕ. Вăл калакан кĕвĕсене килтех итлеттĕмĕр. Хăш-пĕр чух диктор ĕçне те тăватчĕ. Çамрăк учительница 1932 çулхи августăн юлашки кунĕсем ăшă та уяр пулчĕç. Çима пỹртре сĕтел умĕнче чукун утюгпа кĕпе, саппун, тутăр якатса пĕтерчĕ те кашта çине тирпейлĕн çакса хучĕ. Унтан тула тухрĕ, решетке карта çинчи çуса çакнă пир тăлана тытса пăхрĕ, типеймен-ха, ирччен типет пулĕ тесе шутларĕ. Ыран унăн райцентра приказ илме каймалла, учительница пулса халăха, çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе кỹлĕнмелле... "Мĕн тĕрлĕ пысăк ĕç", — шутларĕ 18 çулхи хĕр. Хăй малтанхи хут пĕрремĕш класа кайма пуçланине, вĕсене Янкас шкулĕ умĕнче Клавдия Ивановна Горина кĕтсе илнине, вĕренỹ çулĕсенчи ытти вăхăтсене паянхи кунчченех аса илме тăрăшрĕ. "Кĕçĕр урама выляма тухас мар, ыран ирех тăмалла", тесе шутларĕ. Ирхине хĕвел тухман-ха. Çима урине çĕнĕ çăпата, шурă пир тăла сырнă, хĕрлĕ тутăр çыхнă, килĕнчен тухрĕ, çул Вăрнар еннелле выртрĕ. Унăн 25 çухрăм пĕчченех, çурранах каймалла. Çул тăршшĕпех пуçра шухăш: хăш яла ярĕç-ши, мĕнле ĕçлемелле-ши? Вĕрентỹпе воспитанин кăткăс ыйтăвĕсем. Вĕреннĕ вăхăтри асаплă, выçă кунсене аса илчĕ, хурланчĕ. Халăха вĕрентес пысăк та хисеплĕ ĕçе тытăнассипе хавхаланчĕ, савăнсах çăмăллăн утма тытăнчĕ. Вăрнар урамĕпе утса пынă чух хыçалтан такам ятпах чĕннине илтрĕ. "Çима, сире килессе 2-3 кун кĕтетпĕр", — чĕвĕлтетет Валентина Димитриевна, РОНО инспекторĕ. Вальăпа Сима икĕ çул каялла пĕр общежитире пурăннă. Вĕсем иккĕшĕ РОНО пуçлăхĕ Василий Кириллович пỹлĕмне сывлăх сунса кĕрсе вырнаçрĕç. В. Кириллов приказа алла тыттарчĕ, лайăх ĕçлесе, вĕрентекен ятне çỹлти шайра тытса пурăнма, пысăк çитĕнỹсем тума, нумай çул ĕçлеме вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕ. Çимăн хĕвелпе, çилпе пиçĕхнĕ тулăх пит çăмартисем, хăйне нумай вĕреннĕ, пысăк çын Серафима Кирилловна тесе хисеплесе чĕннишĕн, кун пек каланине пĕрремĕш хут илтнипе вăтанчĕ, пиçсе çитнĕ анис улмаран та хĕрлĕрех пулса кайрĕ. Çĕмĕрт пек çавра хура куçĕсем пĕр тĕле пăхса тем çичен тарăннăн шутларĕç. Çамрăк учительница хăйне пысăк, хисеплĕ ĕçе шанса панăшăн тав туса пỹлĕмрен тухрĕ. Вăл вĕренỹ хатĕрĕсене — пĕр пысăк çыхă пакет, кĕнекесем, тетрадьсем — йăтса почтăна васкаса çитрĕ. "Мана Тусай почтальонĕ кирлĕ" терĕ. "Питĕ лайăх, вăхăтра çитрĕр, ларăр, халех каятпăр", терĕ Пантелеймон Алексеевич, çỹллĕ шăмшаклă, кăмăллă кулакан каччă. Лавĕ çинче 8 çулхи Нина йăмăкĕ ларать. Виççĕн шăкăлтатса-калаçса пынипе вăрăм çул та сисĕнмерĕ. — Халĕ сирĕн яла пымастăп, хамăр ялах, килех каятăп, — тесе çул юппине çитсен урапа çинчен анса юлчĕ çамрăк учительница. Лавçă вăл кайнине ларса пынă çĕртенех курăнми пуличченех пăхса пычĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче мĕнле ĕçе тытăнмалла? Мĕн тăхăнмалла? Çурма тăлăх ỹснĕ хĕрĕн çийе тăхăнмалли нимĕн те çук. Апайăн кивĕ, хура халатне пăсса юбка, шурă катан пиртен кофта, хĕрлĕ сатин тутăр çĕлерĕмĕр, кивĕ атăна юсаттартăмăр. Хĕр тирпейлĕ, пурне те вĕренĕве чĕнекен пĕчĕк лозунг çырса чĕркесе чăматана пуçтарса хучĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче ирхине 7 сехет ирт-сенех Тусая çитрĕ учительница. Вăл килессине ял çыннисем почтальон урлă пĕлнĕ. Яла кĕрсенех хура юбкăпа шурă кофтăллă, атăллă, хĕрлĕ тутăр çыхнă, пĕчĕк чăматан йăтнă хĕре курсан, кам кантăкран, хăшĕсем хапха алăкĕсене уçса чупса тухса пăхаççĕ, темĕнле тĕлĕнтермĕш çын килсе кĕнĕ пек, сăмах хушма ютшăнаççĕ. Шкул çурчĕ умĕнче 7-8 ача чупкаласа çỹрет. Йывăçран тунă пĕр пỹлĕмлĕ кивĕ çурт. Стенисем кивелсе хура сăн çапнă, кантăкĕсене сăрламан, вĕсене кивĕ сăн çапнă, партисем те, сĕтел-пуканĕ-сем те кивĕ, илемсĕрскерсем. Стена çинчи Ленин портретне чĕрĕ чечек çыххипе илемлетрĕмĕр. Класс доски тăррине пурне те вĕренме чĕнекен лозунга çапса хутăмăр! "Ачасене икĕ сменăпа вĕрентеттĕмĕр", — тет Я. Яков заведующи. Пĕрремĕш урока ачасемпе паллашнипе, кĕске калаçуран тытăнтăм. Шкулăн тĕллевĕ ачана кирек ăçта та йĕркеллĕ тытма, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме хăнăхтарасси пулнине ăнлантартăм. Шкулта урокра учитель тĕп фигура пулса тăнине лайăх ăнланать çамрăк учительница. Вăл калакан сăмахсем ачасемшĕн ăнланмалла пулччăр, унăн кашни хусканăвне вĕренекен асăрхама хăнăхтăр тесе тăрăшрĕ. Çапла вара кунсем иртсе пычĕç, эрнесем те иртрĕç. Пĕр уйăх ĕçленĕшĕн мана 110 тенкĕ тỹлерĕç. Маншăн ку укçа нумай пек. Эпĕ унччен 50 тенкĕ те тытса курман. Малтанхи ук-çана пĕтĕмпех киле таврăнса апая патăм. Апай укçана тытсанах хуйхăллă сасăпа "Ыранах налук тỹлесе тататпăр. Пасара кайса çакă хура çăма сутас тенĕччĕ, кăçал унран сана валли хура çăматă тутарăпăр", тет. "Ах, хĕрĕм, эсĕ ку тарана çитсе те хуна ятăн çăмат тăхăнса курман",— тесе макăрса калать апай. Чăнах та йывăр пулнă ун чухне колхозникăн пурнăçĕ. Колхозсем начар пулнă, ĕçлесен те тупăш сахал валеçнĕ. Çапла вара малтанхи уйăхăн ĕç укçипе хуçалăхри парăмсене тỹлесе татрăмăр. Уроксенче хăш-пĕр ачасем тимлесе, вĕренĕве чун-чĕререн парăнса итлетчĕç: Геннадий Крючков, Гурий Петров, Петя Порфирьев, Нина Иванова, Римма Кириллова, Мария Петрова тата ыттисем те. Çав ачасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, хăшĕсем колхозра, вăй хуракан çынсем пулса çитĕнчĕç. Тусай ял Советĕнче икĕ колхоз пулнă: четайсем тата шăмарсем. Шăмарсен колхозне председатель пулса Крылов ертсе пыратчĕ, Четайĕнче Анна Ефимова коммунист ĕçлерĕ. Комсомол организацийĕ пĕрреччĕ, унăн ĕçĕсене Павел Белов йĕркелесе пыратчĕ. Комсомолецсем пуçарнипех тĕрлĕ кружоксем ĕçлетчĕç: драма кружокĕ, агрокружок. Вăйлă тыр-пул туса илме вĕренмешкĕн колхозниксем кружока йĕркеллĕ çỹреме тăрăшатчĕç. Занятисем палăртнă вăхăтра расписанипе пулса пыратчĕç. Тĕнчери лару-тăрупа политинформаци Александр Трофимович Налимов учитель ирттеретчĕ. Занятисене тырă-пулă ỹстерессипе, агрохимипе И.А. Александров, пахча çимĕç ỹстерессипе С.К. Афанасьева учительница ирттеретчĕç, выльăх-чĕрлĕх пăхассипе вĕсен чирĕсем çинчен И.Е. Ефимов вĕрентетчĕ. Занятисене ватă колхозниксем çỹретчĕç. Тихасем пăхакан ватă Ваçен мучипе Тарас Ефимович стариксем сĕтел патнерех урайне ларса итлетчĕç. Çĕнĕ пурнăçра колхозра тырă-пулă çĕнĕлле акса туса, выльăх-чĕрлĕхе пĕрлешỹллĕ хуçалăхра лайăх пăхса колхоз çулсерен вăйланса пырасса шаннă вĕсем. Çуракине хатĕрленнине тĕрĕслекен комисси председателĕ Николай Антипов хăш-пĕр хăмăтсен кĕççисене улăштармаллине кăтартса хăварчĕ. Çуракине тухма вăрлăх, ут хатĕрĕсене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ, плугсене çутатса сĕрсе лартнă. Çуракине кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа ирттерессишĕн уйрăмах комсомолецсем тăрăшрĕç: Семен Иванов, Тит Степанов, Варлам Васильев, Тимонь Макçăмĕ, тепĕр колхозĕнче Павел Шишкин, Порфирий Максимов, Павел Белов тата ытисем те ырми-канми ĕçлерĕç. Кун каçипе вăрăм кун плуг кассипе утса ывăннă пулин те, çамрăксем вăййа тухма вăхăт тупатчĕç. Çамрăк шăмшаклă каччăсен хăйсен юратнă хĕр-тусĕсене кĕске вăхăтлăха та пулин курса сăмахлас килетчĕ пулĕ çав. Мĕн тери тунсăх юратнă хĕрпе каччă пĕр-пĕрне час курса калаçмасан... Пĕтĕм уя лаша вăйĕпе сухаланă. Ун чухне тракторсем районĕпе пĕрре те пулман. Колхозăн учетпа отчет ĕçĕсене, ăмăрту итогĕсене курăнмалла вырăна çырса çапассине комсомолец-счетовод Василий Никитин йĕркелетчĕ. Çуракине кĕске вăхăтра пысăк пахалăхпа туса хăварчĕç. Каçсерен Тусайсен юратнă вырăнĕ шкул патĕнчи лапамччĕ. Çамрăксем пухăнса вăйă-сем выляттăмăр, юрăсем юрлаттăмăр. Хĕрсемпе каччăсем хапха алăкĕ умĕнче карталанса тăрсан, "Марина, юрă пуçла-ха" тесе ыйтатчĕç. Марина юрă пуçлатчĕ. Йĕс таканлă аттăм пур — Такăрлатпăр урама. Йăс шăнкрав пек сассăм пур, Янăраттăр урама" тесе уççăн юрласа яратчĕ. Унăн юррине ыттисем те хутшăнса малалла юрлаттăмăр. Çамрăксен юррине хирĕç тавлашмаллах Шăмар енчен ĕне хăмпинчен карăнтарса тунă музыка инструменчĕ — шăпăр — калама тытăнатчĕç. Ун кĕввипе шăрантаракан хĕрсен юрри пĕрлешсен, ялти садсенче шурă чечекре ларакан улмуççисемпе чиесем те юрланăн туйăнатчĕç. Мĕн тери хаваспа илемлĕх... ял çинче, мирлĕ лăпкă пурнăçпа пурăннă чух. Кĕркунне çитсен колхозсем халиччен курман вăйлă тырă пуçтарса кĕчĕç. Çултан-çул вăйлансах, тĕрекленсех пычĕç.