АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Утмăлти” мучи е тĕнче рекордне çĕнетме

18 февраля 2020 г.

Çитăр мучи çитмĕлте. Çапах çулĕсене кура мар çамрăк курăнать. Çулла çурт тунă çĕрте те ĕçлет. Кăçал хăй стройкинче, акă, пỹлĕмсене ăшă кĕртрĕç, сивĕсем çитиччен ăшă тытăмĕ хута кайрĕ. Кунпа пĕрлех Çитăр Петĕр тусĕнне пулас пỹрт тăррине витме пулăшрĕ. Шурă “шăнасем” вĕçме тытăниччен 18 метр тăршшĕ çуртăн тăрри тимĕр листасемпе хупланчĕ. — Сана, Çитăр, пăхсан, утмăл çултан ытла параймастăн. Пăх-ха, мĕнлерех кăна çавăрăнкалатăн ĕçре, тепĕр çамрăкки аякра тăтăр, — хавхалантарчĕ юлташне Петĕр. — Чăн сăмахăн суйи çук, сăнран пăхсан çав тапхăртан ытла параймастăн сана, — çирĕплетрĕ ун сăмахне кỹршине Петĕре пулăшма килнĕ Алюш та. Сăмах май каласан, Алюш та стройкăра çав тери çаврăнăçуллă. Çỹллĕ. Упа пек тĕреклĕ. Пысăках мар пĕренене çăмăллăнах енчен-енне çавăркалама пултарать. Çĕнĕ Шупашкар “Химпромĕн” вĕрентỹ центрĕнче тĕрĕслевпе виçев приборĕсен наладчикне вĕреннĕскер, Тракри кирпĕч кăларакан “Кетра” предприятире мастерта ĕçлет. Хăйĕн ỹкерчĕк çинчи пек капăр кирпĕч çуртне хăпартса лартнă та ĕнтĕ вăл. Тăррине те витнĕ. Халĕ шалти ĕçсене тăвать. Хушăран Петĕре те çурт хăпартнă çĕрте пулăшать. Алă вăй ĕçĕпе те, сĕнỹ-канаш парассипе те. Бензинпа ĕçлекен пăчкăн касакан сăнчăрне тимĕр касмалли çавракапа (отрезной круг) самантрах хăйраса пачĕ пĕринче. Петĕр те унтан парăмра юлмасть. Мĕн май килнĕ таран пулăшать. Акă, хура кĕр кунĕ çитсен ыхра ларт-машкăн вăрлăх тупса пачĕ... Çапла пĕр-пĕрне пулăшнипе ĕç ăнăçать. Эпĕ Çитăр çинчен пуçланă калаçуран кăшт пăрăнтăм пулас. Ун пирки ытларах пĕлтерес пулсан, вăл хурт-хăмăрçă та. Вăл хăй çулĕнчен çамрăкрах курăннин тепĕр вăрттăнлăхĕ. Вĕлле хурчĕсене хĕл каçма тĕплĕн хатĕрлесе лартнă. Вĕллисене ăшăтмалли материалпа тытса çавăрнă. Шалтан çемçе çитарсемпе ăшăтнă. Кăрлач çурринче мучи утарне çитсе килме шутларĕ. Хĕлле çỹремелли "норд" тесе çырнă аттине ăшă чăлхипе пĕрле тăхăнчĕ. Юр тасатмалли кĕреçине хул пуççи çине хурса çула юр шăлнине пăхмасăрах ун тăрăх дачинелле таплаттарчĕ. Кăçалхи хĕл пĕртте сивĕ мар. Ăшă çанталăкпа çунă юрĕ те ирĕлсех тăрать. Паян та акă çил хĕвеланăçран вĕрет пулин те пĕртте сивĕ мар. Нуль — ăшă пĕр-икĕ градус. Шăпах вĕлле хурчĕсене канди (сахăр çăнăхĕпе пыл хутăштарнă апат) пама юрăхлă çанталăк. Кандине ĕнер мăшăрĕпе Татьянпа хваттерĕнче хатĕрлерĕç. Çитăр кофе вĕтетмелли хатĕрпе магазинта туяннă песука авăртрĕ. Арăмĕ пысăк чашăкра пĕлтĕрхи пылпа хутăштарса унарĕ. Тепĕр самантран вĕлле хурчĕн икерчисем йăваланчĕç те. Çитăр халĕ çав икерчĕсене сеткăсенче куртка айĕнче хăй çумĕнче сивĕтмесĕр кирлĕ çĕре илсе каять. Мĕншĕнни те паллă. Вĕлле хурчĕсене ку апата ăшăлла памалла. Хурт-хăмăрçă çапла турĕ те. Вырăна çитсен вĕлле тăррисене илсе виткĕчсене асăрханса уçрĕ. Аллине шала пир тăррине чикрĕ, пыл хурчĕсен çăмхин ăшшине тĕрĕслерĕ. Кашни вĕллинчех ăшă пур, пир татăкĕ витĕр те ăшши алла тỹрех çапать. Пир тăрăхне кăшт уçса мучи канди икерчисене пыл хурчĕсен çăмхи тăрне хурса пачĕ. Хăй сăнанинчен вăл аван пĕлет. Пыл çителĕклĕ чухне вĕллесем хĕлĕн шартлама сиввинчен те хăрамаççĕ. Сывлăш кĕмелли шăтăкĕ кăна питĕрĕнсе ан лартăр. Каялла килнĕ чух та хурт-хăмăрçă пыл çулĕ çăмăл марри çинчен шутласа пычĕ. Вĕлле хурчĕсем усранă 25 çул хушшинче тем те курнă. Малтанхи çулсенче хĕл каçмалли вĕллесене янтă пыл çиес тесе уçса тулли рамкăсене çаратни те пулнă. Икĕ çул каялла хĕл умĕн ик ураллă вăрăсем пахча картине çĕмĕрсе вĕллесене уçнăччĕ, шалти рамкăсене тустарнăччĕ. Çавна пула 2 вĕлле çемйи пĕтнĕччĕ. Кỹршĕнне вара шыв тытмалли пысăк тимĕр хурана вăрласа кайнă пулнă. Полицие пĕлтерни те усă кỹмерĕ. Çĕрпỹрен йытăпа та килчĕç. Анчах усси виçĕ пуслăх та пулмарĕ. Уй урлă каçсан яла кĕнĕ чухне спортсмен тумтирĕллĕ хĕрарăм Çитăр куçĕ тĕлне пулчĕ. Вăл, аллисене йĕлтĕр туйи тытнăскер, урамалла скандинави уттипе пăрăнса кĕрсе кайрĕ. Мучи пластмасса кĕреçипе урамри кил умĕнчи юра та хырчĕ. Урамра каллех туяллă паçăрхи хĕрарăмах курăнчĕ. Хальхинче кил хуçи ăна палларĕ. Ялти шкулта учительницăра ĕçлесе пенсие тухнă Марина Васильевна пулчĕ вăл. — Марафон чуппинче тĕнче рекордне çĕнетме васкатăр пулас, — шỹтлеме ăс çитерчĕ Çитăр хĕрарăм хăйсен çурчĕ умĕнчен вашлаттарса пынă чухне. И. Прокопьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика