АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Йĕркеллĕ пурăннине нимĕн те çитмест”

18 февраля 2020 г.

“Йĕркеллĕ пурăннине нимĕн те çитмест”

 Çак сăмахсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче иртнĕ IX пленумĕнче каларĕ. Александр Николаевич, çулĕсемпе аслă çынсене çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе активлă хутшăннăшăн тав тунă май, Трак енре юлашки вăхăтра пулса иртнĕ ырă пулăмсем тата малашлăхри ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл район бюджечĕ тупăшсем енĕпе пуянлансах пынине уйрăммăн палăртрĕ. Районта пушă выртакан çĕрсем çукпа пĕрех. “Пуçаруллă бюджет” программăпа пĕлтĕр 17 проекта ĕçе кĕртнĕ, 12 миллиона яхăн тенкĕлĕх ĕç тунă. Иртнĕ çул çĕнĕрен 39 ĕç вырăнĕ уçнă. Тĕрлĕ çăл куçсемпе усă курнăран электроэнерги — 3 миллион, çут çанталăк газĕ 5 миллион ытла тенкĕлĕх перекетлеме май килнĕ. Хăш-пĕр ытти районсенчи евĕр халăхран укçа-тенкĕ пухмасăрах ялсенче çỹп-çап пухмалли 174 лапам уçнă. Район администрацийĕ хĕл кунĕсенче тротуарсене юртан тасатса тăма ятарлă трактор туяннă. Александр Николаевич тумалли ĕçсене уйрăмах нумай асăнчĕ. Вĕсен шутĕнче — район центрĕн кăнтăр-хĕвеланăç микрорайонĕнчи урамсенче вак чул сарса çулсем тăвасси, урамсенчи юпасем çине электроэнерги перекетлекен лампăсем вырнаçтарассипе малалла ĕçлесси, котельнăйсене çĕнетесси, Красноармейскинче 300 вырăнлă Культура çурчĕ хăпартма тытăнасси, Трак вăтам шкул çумĕнче бассейн тăвасси, район центрĕнчи 24 çухрăм тăршшĕ ăшă тытăмне çуллен çĕнетсе пырасси, нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттерсене уйрăммăн хутса ăшăтма пуçлассипе малалла тимлесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятине экскаватор туянса парасси, Красноармейскинчи çĕнĕ чиркỹ патне çитме Ленин урамĕпе тротуар сарасси, культурăра вăй хуракансене музыка инструменчĕсемпе тивĕçтересси, юсав ĕçĕсене тĕплĕн шухăшласа çийĕнчех пурнăçласси тата ытти те. Район администрацийĕн пуçлăхĕ патне пуçтарăннă кĕмĕл çỹçлĕ ветерансем енчен ыйтусем те пулчĕç. Акă, район центрĕнчи Союзная урамра пурăнакансене вунă çул ытла ĕнтĕ йĕркеллĕ çул çукки канăç памасть. Хальхинче те çак ыйтăвах çĕклерĕç вĕсем. "Çул пулмалла, анчах тỹрех мар", — çирĕппĕн хуравларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Красноармейскинчи З.И. Петровăн ыйтăвĕ те ватăсене кăштах та пулин çăмăллăх кỹрессипе çыхăнчĕ. "2-мĕш номерлĕ апат-çимĕç продукчĕсем сутакан лавккаран çỹлелле унпа сутă тăваканни урăх çук. Ура ыратакан ветерансен те çăкăр е ытти апат-çимĕç туянас тесен, самаях тапаçланма, тар юхтарма тивет. Ача садĕнчен пепкине илнĕ амăшĕсен те аяларах вырнаçнă лавккасене васкама лекет. Ертỹçĕсен кун пирки шухăшласа пăхма вăхăт мар-ши?" — канăçсăрланчĕ Зоя Ивановна. Пуçлăх çак тата Пикшиксем çул тăвас, Карайсем район центрне автобус çỹретес пирки çĕкленĕ ыйтусене те тишкерме пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов çавăн пекех пленумра Красноармейскинчи В.Г. Григорьевпа Х.М. Тихонова ветерансене Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă юбилей медалĕсем çакса ячĕ. Валерьян Григорьевичпа Христиния Марковна çакнашкал наградăна районта чи малтан тивĕçнисенчен пĕрисем пулса тăчĕç. Александр Николаевич кунпа пĕрлех хастаррисен пĕр ушкăнне район админстрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, ку йышра районти Культура çуртĕнче ĕçлекен Н.А. Филиппова та пулчĕ. Александр Николаевич кăкăрĕ çине вара Германире хĕсметре тăнисен районти уйрăмĕн ертỹçи В.И. Соколов Хĕç-пăшаллă Вăйсен юбилейĕпе çыхăннă медаль çакса ячĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесси — ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн председателĕ Г.Л. Ефимов тухса калаçрĕ. "2020 çула Раççей Президенчĕ В.В. Путин çĕршывра Ас тăвăмпа мухтав çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакă мăнаçлантарать. Ветерансен канашĕ те эсир хутшăннипе чылай ĕç туса ĕлкĕрчĕ иртнĕ çул. Уйрăмах тăван тăрăха тирпей-илем кĕртессипе. Авă, Янкас, Пайсупин, Еншик Чуллă, Чатукасси, Пикшик, Карай тăрăхĕсенче ку енĕпе япăх мар вăй хучĕç, çакăнта ветерансен вырăнсенчи канашĕсен ертỹçисен тỹпи сумлă пулчĕ. "Трак ен — кедр тăрăхĕ" проект ертỹçи С.М. Мефодьева та ыр ята тивĕç. Халĕ, ав, оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пырать. Çавна май районта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Трак енре вăрçă ветеранĕсем паян виççĕн çеç. Пирĕн тĕп тĕллев — сумлă уява ĕçри тата вĕренỹри ỹсĕмсемпе кĕтсе илесси. Вырăнсене "Красноармейски районĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче (1941-1945 ç.ç.) Çĕнтерỹ тунăранпа — 75, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе — 100 тата Красноармейски районне туса хунăранпа 85 çул тултарнине халалласа ирттерекен “Ветерансен канашĕн тăрăшуллă председателĕ” конкурсăн положенине çитертĕмĕр. Конкурс комиссийĕн председателĕ — С.М. Мефодьева. Унта хутшăнма манас марччĕ. Кăçалах — нарăспа пуш уйăхĕсенче — ветерансен вырăнсенчи организацийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем иртмелле. Вĕсенче, ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май, районти отчетпа суйлав конференцине кайма делегатсем суйламалла. Вăл вара авăн уйăхĕнче пулмалла. Пухусене çỹллĕ шайра йĕркелесчĕ, "Пĕрлĕхре — вăй" тенине асрах тытасчĕ", — палăртрĕ Георгий Леонидович. Вăл ветерансен юхăмне аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн, çамрăксене патриотла воспитани пама активлă хутшăннăшăн пĕр ушкăна ĕçпе вăрçă (пенсионерсен), Хĕç-пăшаллă Вăйсемпе правăна сыхлакан органсен ветеранĕсен республикăри общество организацийĕн президиумĕн Хисеп грамотипе чысларĕ, наградăна тивĕçнисен йышĕнче çак йĕркесен авторĕ те пулчĕ. Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитнине анлăн кĕтсе илес ыйтупах пленумра район админстрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн культорганизаторĕ М.А. Иванова, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн президиумĕн членĕсем — Красноармейскинчи халăх театрĕн режиссерĕпе К.И. Васильевăпа "Трак ен — кедр тăрăхĕ" проект ертỹçи С.М. Мефодьева, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л.В. Анисимова, Раççейри Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕрпỹ районĕн уйрăмĕн Красноармейски районĕнчи клиент службин (пай прависемпе) ертỹçи М.Н. Короткова, "Раççейри пенсионерсен Пĕрлĕхĕ" общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи А.И. Дмитриева сăмах илчĕç. Пленум сỹтсе явнă ыйтупа тивĕçлĕ йышăну турĕ. Пленума хутшăннисене пултарулăх çыннисем концертпа та савăнтарчĕç. Ку йышра районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.М. Никоноров), арçынсен ушкăнĕ, Н. Яковлев, Э. Федорова, К. Васильева, Г. Дубров юрăçсем, В. Клементьевăпа В. Петрова сăвăçсем пулчĕç. Концерта Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н. Филиппова маттур йĕркелесе пычĕ. В. Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика