АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекесене юратса парнелерĕç

18 февраля 2020 г.

Кĕнекесене юратса парнелерĕç

 Нарăс уйăхĕн 10-16-мĕшĕсенче "Растим читателя" культура, искусство тата çут ĕç ĕçченĕсен ассиоциацийĕ ачасене вулама явăçтарас тĕллевпе Пĕтĕм Раççейри “Дарите книги с любовью” тăваттăмĕш акци ирттернĕ. Ăна нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли куна халалланă. Уявăн тĕп шухăшĕ _ çынсене пĕр-пĕрне лайăх кĕнекесем парнелеме хавхалантарасси тата хут çинче çапăнса тухнă кĕнеке паянхи кун та паха парне шутланнине тата вăл хăйĕн хаклăхне çухатманнине кăтартасси. Акцие кашни кăмăллакан хутшăнма пултарнă. "Дарите книги с любовью" акципе килĕшỹллĕн районти ача-пăча библиотекинче пĕчĕккисем валли çырнă кĕнекесене пухассине йĕркеленĕ. Унта райцентрти "Чебурашка" ача сачĕн "Речецветик" ушкăна çỹрекен шкул çулне çитмен ачасемпе пĕрле вĕсен воспитателĕсемпе педагогĕсем те хутшăннă. Ушкăнра пухнă кĕнекесене пурне те ача-пăча библиотекине парнеленĕ. "Дарите книги с любовью" акци ăнăçлă иртнине палăртмалла. Ачасем хăйсен пĕлĕвне тата пултарулăхне конкурссенче, викторинăсенче, мастер-классенче тата ытти тĕрлĕ мероприятисенче хастар кăтартрĕç. Т. Филиппова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика