18 февраля 2020 г.

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Трак тăрăхĕнче интернационалист-салтаксене асăнса пысăк уяв иртрĕ. “Тăван Çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçне пурнăçланă Раççей çыннисене асăнса" ирттермелли куна ăнсăртран суйламан. Шăп çав кун, 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Совет çарĕсен юлашки колонни Афганистан территорийĕнчен тухса кайнă. Çакă Совет Союзĕшĕн вунă çула яхăн тăсăлнă тата 15 пин совет çыннисен пурнăçне татнă Афган вăрçи вĕçленнине пĕлтернĕ. 2010 çулта интернационалист-салтаксене асăнмалли кун официаллă статус йышăннă. Красноармейски районĕнчен те чылай çамрăк Афган, Чечен вăрçисене хутшăннă. Паттăр та хăюллă салтаксене пирĕн нихăçан та манмалла мар, вĕсенчен тĕслĕх илмелле, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем ỹстермелле. Питĕ шел, вăрçă çухатусăр пулмасть. Мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă салтаксене яланах асра тытмалла: Валерий Васильевич Кацов (Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнче çуралса ỹснĕ) — рядовой, аслă огнеметчик. 1982 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа Афганистанра службăра тăнă. 1984 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче спецназ подразделенийĕн йышĕнче пĕр çапăçура вилмеллех аманнă. Виталий Васильевич Степанов (Енĕшкасси каччи) — БТР водителĕ, 1982 çулхи авăн уйăхĕнче салтака кайнă. 1985 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Афганистан Республикинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă чухне вилнĕ. Паттăрлăхпа хастарлăхшăн иккĕшне те Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе наградăланă. Александр Вячеславович Иванов Пикшик ялĕнче кун çути курнă. Чечен Республикинчи службăна кайма контракт тунă. 2001 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче аслă лейтенант, 2004 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче капитан ятне илет. 2005 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Аргун юхан шыв хушăкĕнче пуçне хунă. Тăван Çĕршыв тула-шĕнче служба тивĕçне пурнăçланă Раççей çыннисене асăнса район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов лару залĕнче Афганпа Чечен вăрçисенче хутшăннисемпе тĕл пулу ирттерчĕ. К. Степанова, Н. Васильева, А. Чаховские Тав сăмахĕсемпе асăнмалăх парнесем пачĕ. Красноармейски район пуçлăхĕ В. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ С. Григорьева, Г. Тусли хаяр çапăçу витĕр тухнă салтаксене саламларĕç. Çав кунах центрти культура çуртĕнче “Необъявленная война” асăну каçĕ иртрĕ. Тĕл пулăва Афганистан, Чечня вăрçисенче пулнă ветерансем тата районти шкул ачисем килнĕ. Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх тата шанчăклăх кăтартнă ветерансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ С. Григорьева тав сăмахĕ каларĕ. В.Л. Архипов — Чăваш енрен тухнисен регионсен хушшинчи общество организацийĕ — Офицерсен юлташлăхĕ “Сыны Отечества” правленин членĕ, профессор, техника наукисен кандидачĕ, С.П. Игнатьев — “За отвагу” орден кавалерĕ, А.Б. Шорников — пограничниксен Чăваш Республикинчи “Пограничное Братство” обществăлла организаци правленийĕн председателĕ интернационалист-салтаксене саламларĕç, вĕсенчен тĕс-лĕх илмеллине палăртрĕç. В. Архипов Николай Дмитриева çамрăксене çарпа патриотизм воспитанине панă çĕрте хастар хутшăннăшăн Грамота пачĕ тата “СССР А.Г. Николаев летчик-космонавт” медале кăкăрĕ çине çакса ячĕ. Чăваш ен çамрăкĕсемпе ĕçленĕшĕн тата çарпа патриот воспитанийĕнче пысăк тỹпе хывнăшăн Сергей Игнатьева, Анатолий Данилова, Леонид Павлова, Владимир Леонидова Грамотăсем парса чысларĕç. Районти культура çурчĕн илем-лĕх ертỹçине Римма Казаковăна та Грамота пачĕç. Асăну каçĕнче Е. Небытов (“Комбат”, “Разговор с портретом” юрăсем шăрантарчĕ), “Заволжски” клубăн "Карамельки" ача-пăча хореографи ансамблĕ (ертỹçи — Э. Романова), Дарья Тян (“Капельки” ача-пăча вокал ансамблĕн солисчĕ), София Карпова (ертỹçи — М. Дробанова), районти культура çурчĕн “Хунав” пултарулăх кружокне çỹрекен Кирилл Захаров (ертỹçи — К. Васильева) хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Мероприятие “Конферансье” пĕрлешĕве хутшăнакан Вика Егоровăпа Юлия Филиппова ертсе пычĕç. Уява хутшăннисем пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă салтаксене асăнса Афган тата ытти вăрçăсенче пуç хунă çар çыннисен палăкĕ умĕнче чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Т. Филиппова.