АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕн Шетмĕсем салтаксене чыс турĕç

18 февраля 2020 г.

Кĕçĕн Шетмĕсем салтаксене чыс турĕç

1979 çулхи раштав уйăхĕнче совет салтакĕсем мирлĕ халăха пулăшмашкăн Афган вăрçине кĕреççĕ. Вунă çул хушшинче унта мĕн чухлĕ каччă хăйсен пуçне хунă. “Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ вунă ялтан тăрать. Вунă ялта вара вунă çул хушшинче 15 çамрăк Афган вăрçине тухса кайнă, иккĕн таврăнайман. Кашни çулах вĕсен ячĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Вĕсен ячĕсем пирĕн асран нихăçан та тухмаççĕ...” — асăну каçне Кĕçĕн Шетмĕ клуб ертỹçи В. Петрова уçрĕ. Тĕл пулăва 1985—1987 çулсенче Афган вăрçинче пулнă Андрей Афанасьевич Андреев тата шкул ачисем хутшăнчĕç. А. Андреев вĕренекенсене хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ, вăрçă çулĕсене аса илсе каласа пачĕ. Андрей Афанасьевич нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Танăш ялĕнче çуралнă. Ытти ачасем пекех Кĕçĕн Шетмĕ шкул сукмакне такăрлатнă. Спортпа туслă пулнăран тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă, питĕ чупма юратнă. Хĕлле шурă юр ларсан йĕлтĕрпе ярăнма юратнине те аса илчĕ салтак. Çакă малашнехи пурнăçра А. Андреева пулăшнине те палăртрĕ вăл. Вун саккăр тултарсан, 1985 çулта, салтак аттине тăхăннă çамрăк. 3 уйăх Узбекистанра вĕренỹ центрĕнче пулнă. “Сăртсем тăрăх, пушхир урлă Афганистана илсе кайрĕç. Десант полкне лексе унта эпĕ 21 уйăх пултăм. Пакистан енчи Кабул хулине пăхса тăнă, тăшмансен караванĕсене ирттерсе ярас мар тесе сыхланă. Эпир ту çинче 2741 метр çỹллĕшре вырнаçнă пирки Кабул хули ал тупанĕ çинчи пекех курăнатчĕ. ...Тăшманпа 1-мĕш хут тĕл пулни те куç умĕнчех. Каçпа засадăсене çỹренине те астăватăп. Тĕттĕм, куç йĕппе чиксен те нимĕн те курмасть. Çапăçу пуçланчĕ. Задани пачĕç: çав-çав прохода пемелле. Кама, мĕне пенине те пĕлместпĕр... Вертолетпа пире шыв, апат-çимĕç, çар хатĕрĕсем илсе килсе паратчĕç. Вĕсене ытла чарса тăрас мар тесе япаласене пирĕн питĕ хăвăрт пушатмаллаччĕ. Йывăрччĕ малтанах, кайран хăнăхрăмăр... Афган вăрçинче пулнă юлташсемпе тĕл пулсан пулни-иртнине аса илетпĕр. Темĕн те курнă вăрçăра...” — аса илчĕ Андрей Афанасьевич. 1987 çулхи çу уйăхĕнче А. Андреев тăван киле таврăннă. Паттăр салтак “За боевые заслуги” медале 19 çулта тивĕçнĕ, анчах та хаклă паллă 1988 çулта кăна хуса çитнĕ çамрăка. Халĕ Андрей Афанасьевич Шупашкарта пурăнать. Уяв хыççăн вĕренекенсем паттăр салтакпа палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç, вăрçăра вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Т. Филиппова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика