АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Шкул волейбол лигин” çĕнтерỹçисем палăрнă

14 февраля 2020 г.

Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче “Чулхула трансгаз Газпром” ООО филиалĕн — Заволжски ЛПУМГ-ăн спорткомплексĕнче районти шкулсенчи хĕрсемпе каччăсен командисем хушшинче “Чăваш Республикинчи Шкул волейбол лигин” X чемпионачĕн муниципаллă тапхăрĕ иртрĕ. Çивĕч тупăшура 2019—2020 вĕренỹ çулĕнчи çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртрĕç. Хĕрсем хушшинче Красноармейски шкулĕн команди çĕн-терỹçĕ пулса тăчĕ. Трак шкулĕн пĕрремĕш команди тата Алманч шкулĕн волейболисткисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. Каччăсем хушшинче малти вырăна Трак шкулĕн команди тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Красноармейски шкулĕ. Мăн Шетмĕ шкулĕн спортсменĕсем — виççĕмĕш. Призлă вырăнсене йышăннă командăсем “ТУС” ХАО генеральнăй директорĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н. Угаслов ятĕнчен волейбол мечĕкĕсене тивĕçрĕç. Тупăшăвăн 3-мĕш тапхăрĕ нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырĕ. Унта район чысне Красноармейски шкулĕн хĕрсен тата Трак шкулĕн каччăсен командисем хỹтĕлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика