14 февраля 2020 г.

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ СШОР никĕсĕнчи çăмăл атлетсен манежĕнче çăмăл атлетсен икĕ енлĕ кĕрешĕвĕпе республикăри ăмăртусем иртрĕç. Унта 15 командăри 2005—2006 ç.ç. тата 2007—2008 ç.ç. çуралнă республикăри 400 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсем çак енсемпе кĕрешрĕç: 60 м — 300 м, 60 м — тăршшĕне сикесси, 60 м — çỹллĕшне сикесси, 60 м — 60 м чăрмавсем урлă сикесси, 300 м — 600 м. Красноармейскисен 16 çынран тăракан команда йышĕнче Мăн Шетмĕ, Красноармейски, Трак, Упи, Пикшик шкулĕсенчи спортсменсем пулчĕç. Вĕсен хушшинче Варвара Прокопьева (Мăн Шетмĕ) ăнăçлăрах тупăшрĕ: тăршшĕне сиксе (445 см) тата 60 м чупса (9,0 çек.) 2007—2008 ç.ç. çуралнă хĕрсен хушшинче 2-мĕш вырăна тухрĕ. Вадим Антонов (Упи шкулĕ), Юлия Филипповăпа Кира Васильева (Трак шкулĕ) хăйсен çулĕсенчи спортсменсем хушшинче япăх мар кăтартусемпе палăрчĕç.