АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен çĕнĕ çулхи пĕрремĕш ỹсĕмĕсем

14 февраля 2020 г.

Шупашкарти Чапаев поселокĕнчи Спорт çуртĕнче Чăваш Республикин 2003—2005 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасен тупăшăвĕ иртрĕ. Унта пирĕн район кĕрешỹçисем те хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче — Трак шкулĕнчен вĕренсе тухнă Наташа Данилова, Августина Борисова (Трак шкулĕ), Евгений Алексеев, Роман Романов (Красноармейски шкулĕ), Кристина Шемякина, Валерия Максимова (Пикшик шкулĕ), Диана Константинова, Ксения Алексеева, Александр Сергеев, Иван Сергеев, Леонид Платонов (Упи шкулĕ). Тупăшăва Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен тата республикăри 16 яллă районтан 220 çамрăк спортсмен çитнĕ. Çивĕч кĕрешỹре Трак спортсменĕсен тренировкăсем çителĕксĕр пулни, тупăшусене сайра тухса çỹрени — пĕтĕмĕшле илсен опыт сахалтараххи курăнчĕ. Вĕсем ытти кĕрешỹçĕсене выляса ячĕç. Анчах та Красноармейски команди 16 район хушшинче 6-мĕш вырăна тухма пултарни савăнтарать, малашнехи ăмăртусенче шанăç çуратать. ; ; ; Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар хулин Чапаев поселокĕн Спорт çуртĕнче 2005—2007 ç.ç. çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасен хушшинче тупăшу иртрĕ. Унта Красноармейскисем те хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче — Трак шкулĕнчен вĕренсе тухнă Денис Романов, Роман Романов (Трак шкулĕ), Валерия Максимова (Пикшик шкулĕ), Сергей Белов, Савелийпе Владимир Антоновсем, Володьăпа Люда Александровсем, Упи салинчи Александр Сергеев, Янмурçинти Александр Сергеев, Мария Ильина, Марина Кириллова. Тупăшăва республикăри хуласемпе тата районсенчен 20 команда çитнĕ. Кĕçĕннисен хушшинче хăйĕн виçинче çивĕч тупăшура Валерия Максимова 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Аслисем хушшинче хăйĕн виçинче Денис Романов (тренерĕ — Л. Павлов) çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Çак тупăшăва хутшăнма пулăшнăшăн И.А. Николаев тренера, ачасен ашшĕ-амăшне — А. Романова тата ыттисене те тав сăмахĕ калатпăр.

А. Григорьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика