АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурăпа спорт комплексĕнче пушарпа тактика вĕрентĕвĕсем иртнĕ

14 февраля 2020 г.

Физкультурăпа спорт комплексĕнче пушарпа тактика вĕрентĕвĕсем иртнĕ

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче физкультурăпа спорт комплексĕнче Красноармейскинчи ПЧ-32 йышĕ пушарпа тактика вĕрентĕвĕсем ирттернĕ. Пушара сỹнтернĕ чухне пушар хуралĕн харпăр хăй тытăмĕн практика хăнăхăвне лайăхлатас, пушар тухсан спорткомплекс персоналĕн ĕç-хĕлне ĕçлеттерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Юрăхсăр электропроводкăна пула 1-мĕш хутра пушар тухнă. Çулăм ытти пỹлĕмсене питĕ хăвăрт ярса илнĕ. Вăйлă тĕтĕме пула çын пурнăçĕ хăрушлăха куçнă. Сигнализаци ĕçлесе кайсан хуралçă Заволжски ЛПУМГăн тата 32 №-лĕ пушар чаçĕсене пĕлтернĕ. Спорткомплекс персоналĕ килнĕ çынсене çуртран хăвăрттăн эвакуациленĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вăхăтра çитсе çулăма сỹнтернине кăтартнă. Вĕренĕве 4 автоцистерна хутшăннă. Çавăн пекех специалистсем çурт патне кĕмелли çулсене тата шывпа тивĕçтермелли тул енчи тата шал енчи çăл куçсене, объектăн эвакуаци çулне, пушар пирки пĕлтермелли тата сỹнтермелли автомат тытăмĕсене тĕрĕсленĕ. Вĕренỹ хыççăн спорткомплекс ĕçченĕсемпе пушара сỹнтернĕ чухне пирвайхи хатĕрсемпе усă курассипе тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассипе хушма инструктаж ирттернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика