14 февраля 2020 г.

Район хаçачĕн историйĕнче А. Маркова журналист та уйрăм вырăн йышăнать. А. Маркова Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи Кушар ялĕнче 1925 çулхи июлĕн (утă уйăхĕн) 10-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Василий Семенов “Буксир” пĕрлешỹллĕ хуçалăхри чи хастар та ĕçчен çынсенчен пĕри пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ 1933 çулхи çур акинче ăнăçлă вăй хунăшăн Типçырма ял Советĕнчи “Буксир” колхоз бригадирне В. Семенова Горький хулинчи крайри съезда кайма суйланă. Кушарсем çур акине палăртнинчен икĕ кун маларах — ултă кунта вĕçленĕ. Пуçаруллă ертỹçĕне райĕçтăвком 3 метр пир-авăр парнеленĕ. Хăрушă вăрçă пынă çулсенче те “Буксир” колхоз ырăпа палăрнă. 1943 ял хуçалăх çулне ăнăçлă вĕçленĕшĕн, тыр-пул тухăçне ỹстернĕшĕн районти 24 çынна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Вĕсен хушшинче В. Семеновăн хушамачĕ те пур. Анна 1939 çулта Мăн Шетмĕри 7 çул вĕренмелли шкултан пĕлỹ илсе тухнă. Учитель пулас кăмăллă хĕр ача Çĕрпỹри педагогика техникумне вĕренме кĕме палăртнă. Анчах пĕтĕм ĕмĕте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă. Литературăпа грамматикăна аван пĕлекен 17-ри Аннăна районти хаçат редакцине техника секретарĕ пулма ĕçе илеççĕ. Урăхла каласан, хаçат материалĕсене пичетлекен машинистка. Тĕрлĕ почеркпа çырнă ялти корреспонденцисене майлаштарса-юсаса пичетлени типографири наборщиксене текста алăпа йĕркеллĕ пухма май панă. Пĕр-ик çултан хушнă ĕçе йĕркеллĕ хăнăхса çитет Анна Васильевна. Пултаруллă хĕр-машинистка хăй те пĕчĕк заметка-хыпар майлаштарма-çырма тытăнать. Çамрăка редакци коллективĕн сотрудникĕсем хаваспах вĕрентсе-пулăшса тăраççĕ. Кĕçех Кушар хĕрне хаçат страницисене вырнаçтарса калăплакан яваплă секретарь ĕçне пурнăçлама уйăрса лартаççĕ. “Ашшĕ-амăшĕ мĕнле — ачи-пăчи те çавнашкал”, — теççĕ халăхра. Çак ăслав Ваçлей çемйинче те вырăнлă çирĕпленсе пынă. Çапла пуçланать Анна Васильевнăн журналист кун-çулĕ. Яваплă вырăнта тăрăшнă вăхăтрах вăл пĕлĕвне ỹстерсе пырать: 1944 çулта Çĕрпỹри педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухать, Шупашкарти партипе советăн, каярах партин Тĕп Комитечĕ çумĕнчи Аслă шкулĕсенче пĕлỹ илет. 1953 çулта Л. Семенов редактор урăх ĕçе куçнă май Кушар пикине райхаçатăн пуçлăхне суйласа лартаççĕ. Хам райхаçатпа хăçан çыхăну тытма пуçланине, пирвайхи хут А. Марковăпа тĕл пулнине те асăнса хăварасшăн. 1965 çулта Карайри вăтам тата Кушкăри 8 çул вĕренмелли шкулсем хушшинче пионерсен хăнăхнă уявне ирттернĕччĕ. Унта вăйă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕччĕ. Вăрăм дистанцие чупса эпĕ 2-мĕш вырăна тухнăччĕ. Савăннипе çак уяв иртни пирки Çĕрпỹ (Красноармейскисем ун чухне унта кĕретчĕç) район хаçатне хыпар-заметка çырса ятăм. “Малтисене — наградăсем" ятпа пичетленсе тухрĕ вăл. Çапла туслашрăм райхаçатпа. Каярахпа çуллахи каникул епле иртни пирки, шкул пурнăçĕ çинчен çырса тăраттăм. Кĕркунне, чỹк уйăхĕнчеччĕ пулас (юр вĕçкелеме пуçланăччĕ, сивĕтнĕччĕ) мана ялкорсен пухăвне чĕнсе янă çыру çитрĕ. Ун чухнехи шкул директорĕ Л. Кузьмин семинара кайни маншăн усăллă пулнине ĕнентернĕччĕ. Эпĕ Шупашкар урлă (ун чухне Трак-Çĕрпỹ маршрутпа автобус çỹремен) Çĕрпỹ хаçат редакцине кайса килнĕччĕ. Çавăн чухне пирвайхи хут курнăçнăччĕ хамăр ентешпе — А. Маркова редакторпа. Унтанпа тепĕр тăватă уйăхран 55 çул çитет ĕнтĕ. Çак тапхăрта хам суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрăнманнишĕн савăнатăп эпĕ. Университетра вĕреннĕ чухне те, райхаçатра ĕçленĕ вăхăтра та республикăри хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă. Çар службинче тăнă чухне те Атăл çи çар округĕн “За Родину” хаçатне çырса тăнă. 1985 çулта район хаçачĕ тухма пуçланăранпа çур ĕмĕр çитнине уявлани халĕ те асрах. Юбилейччен икĕ эрне юлсан редакцире çыракансем Г. Ефимов-Туслипе иксĕмĕр çеç юлтăмăр. В. Егоров вĕренме кайнăччĕ. Яваплă секретарь Р. Васильев, Л. Николаев редактор тата ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А. Иванов бюллетеньпе. Хаçата калăплама аслă шкул вĕренсе пĕтерекен, диплом çыракан Ю. Борисова вăхăтлăх чĕнсе илме тиврĕ. Йыш пĕчĕк пулин те, эпир уяв хăнисене кĕтсе илсе ăсатса яма та, вĕсене юрă-ташăпа савăнтарма та, тивĕçлĕ çыравçăсене хавхалантарма та пултартăмăр. Хаçатăн 50 çулхи юбилейне хăй вăхăтĕнче редактор пулнă Л. Семенов, А. Маркова, Н. Васильев, Н. Орлов килнĕччĕ. Хаçат праçникĕпе хамăр ентеш, паллă журналист, республикăри пичет министрĕн çумĕ Н. Григорьев кăмăллă юлнăччĕ. А. Маркова Вăтакасра (Липовка) çуралса ỹснĕ Павел Марков фронтовикпа çемье çавăрнă. Анна Васильевна каярах хăй тивĕçлĕ канăва тухичченех Çĕрпỹ районĕн хаçат редакторĕнче ĕçлерĕ. Ĕçри пуçарулăхшăн ăна “Хисеп палли” орденпа, “Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн”, ытти медальсемпе наградăланă, “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Марковсем Валерий, Лева тата Светлана ятлă ачисене çуратса-пăхса ỹстернĕ. Анна Васильевна ватлăхри юлашки кунĕсене Çĕнĕ Шупашкарти ачисем патĕнче ирттернĕ.
В. Константинов-Улăхсем.