14 февраля 2020 г.
Йăлана кĕнĕ “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртăва хĕллехи сывлăх уявĕ теме те пулать. Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем пĕрремĕш хут çавăн пек пысăк йышпа 38 çул каялла, 1982 çулта, старта тухнă. Чăваш енре çакăн пек массăллă спорт ăмăртăвне 2005 çултанпа ирттереççĕ. Иртнĕ çул Раççейĕпе илсен, унта пĕр миллион çурă çын хутшăннă пулсан, Чăваш Енрен 65 пин çын старта тухнă. Халăх йышлăн хутшăнакан спорт уявне çулсеренех нарăс уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче ирттереççĕ. Кăçал юр сахал çунă пирки нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче йĕркелеме килĕшнĕ. Спорт уявĕ, йĕлтĕр йĕрĕ савăк туйăмсем парнелетĕр, кăмăла çĕклетĕр, ырă аса илỹсем çеç хăвартăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пынин уссине, пархатарне туйса илме май патăр тесен çак ăмăртусене хутшăнас текенсене тухтăрсем хăш-пĕр йĕркене çирĕп пăхăнма сĕнеççĕ, старта тухма организма тĕрĕс хатĕрлемелле теççĕ. Çавна май эпир йĕлтĕр спорчĕ организма мĕнлерех усă кỹни çинчен тата “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртăва еплерех хатĕрленмелли пирки Республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн пай пуçлăхĕпе А. Табардакпа калаçрăмăр. — Антонина Михайловна, чи малтанах йĕлтĕр спорчĕ этем организмне мĕнлерех витĕм кỹнине тĕплĕнрех каласа парăр-ха. — Спортпа туслă пулни, утни, чупни, тĕрлĕ хускану туни организма паха витĕм, пысăк усă пани пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Пурнăçĕнче физкультурăпа спорт пысăк вырăн йышăнакан çынсен сывлăхĕ çирĕпрех, кулленхи занятисем чылай чир-чĕр хăрушлăхне чакараççĕ. Йĕлтĕрпе ярăннă чух вара кĕлеткене çирĕп, шайлашуллă тытас тесе алăпа та, урапа та ĕçлеме тивет. Пĕтĕм мышцăсем çак ĕçе хутшăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ, йĕлтĕр спорчĕ çыннăн кĕлеткине хитре те илемлĕ пулма ытларах пулăшать теççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнни иммунитета çирĕплетет, ытлашши килограмсенчен, калорисенчен хăтăлма май парать. Уçă сывлăшри занятисем сывлăха çирĕплетме май параççĕ. Физкультура пулăшнипе çирĕпленнĕ организм ытлашши сивве, урамра çанталăк улшăнса тăнине — ăшăтнине, сивĕт-нине — тусĕмлĕрех тата кун пек çынсем респираторлă чирсене те çăмăллăнрах ирттерсе яраççĕ. Ытти спорт пекех йĕлтĕрпе ярăнни организма савăнăç гормонне ытларах кăларма пулăшать, çапла майпа кăмăл-туйăма çĕклеме, йывăр шухăшсене сирме, хуйхă-суйхăпа кĕрешме май парать. Йĕлтĕрпе ярăннă чух хусканусем тикĕс, кал-кал пынăран сыпăсем çине лекекен тиев те виçеллĕ, сиен кỹмест. Хускану чухне шăмă сыпписене вылянма пулăшакан шĕвек ытларах тухать тата сыпă çумĕнчи мышцăсенчи юн çаврăнăшĕнчен кирлĕ япаласем илсе сыпăсем çирĕпленеççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнни тата юн çаврăнăшне те питĕ ырă витĕм кỹрет. Йĕлтĕрпе пынă чух чĕре вăйлăрах тата час-часрах тапать, юн тымарĕсем сарăлаççĕ, çавна май юн çаврăнăшĕ лайăхланать. Çын тăтăшрах, тарăнрах сывласа илет, юна кислород нумайрах лексе пĕтĕм организма çителĕклĕ пырать. Çакă вара, япаласен ылмашăвне вăйлатса çыннăн ỹт-кĕлеткинчен шлаксене, сиенлĕ япаласене вăйлăрах кăларма пулăшать. — Ăмăртăва кирек кам та, ватти-вĕтти те хутшăнма пултарать-и? — Ăмăртăва — ватти те, вĕтти те хутшăнма пултарать. Пĕлтĕр унта хутшăннă чи ватă çын — Хусан хулинчи 93 çулти пенсионер пулнă. Пирĕн республикăпа илсен, чи асли 89 çулти П. Петров тата 87 çулти В. Орлова пулнă. Сывлăх енчен кăна чару пулма пултарать. Пĕр-пĕр чирпе аптракансен, ал-урине амантнă е вирус инфекципе чирлекенсен, малтанхи кун эрех ĕçнĕ е апатпа наркăмăшланнă пулсан, ăмăртусене хутшăнмалла мар. Çын хăйне япăхрах, хавшакрах туять пулсан е мышцăсем, сыпăсем, пуç ыратнине сиссен, пĕшкĕн-ме йывăртарах чухне те йĕлтĕр ăмăртăвне тухма тăхтаса тăмалла. Гипертони чирĕпе, астмăпа аптракансен, ача кĕтекен хĕрарăмсен, паллах, ăмăртăва хутшăнма юрамасть. — Шел те, йĕлтĕрпе ярăннă чух тимлĕхе çухатса ỹксе аманакансем те тĕл пулаççĕ. Антонина Михайловна, çакăн пек йывăрлăхсем, инкек сиксе ан тухтăр тесен мĕн асра тытмалла? — Ăмăртусем ырă асаилỹсем хăварччăр, савăнăç кăна кỹччĕр тесен тата шăнса пăсăлас, ỹксе аманасран сыхланас тесен, ăмăртусене маларах хатĕрленме пуçламалла. Кашнин хăй вăй-халне тĕрĕс хакламалла, хăш-пĕр йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Темле пулсан та ăмăртăва пĕр хатĕрленмесĕр тухмалла мар. Ятарлă тренировкăсене сиктермесĕр куллен тухмалла, çапла майпа вăй-хăват хутшăнать, тỹсĕм-лĕх, чăтăмлăх ỹсет. Занятисене çỹреме пăрахсан вăй-хăвата, тỹсĕмлĕхе йăлтах çухатма пулать. — Ăмăртусем пуçланиччен 1—2 кун юлсан та тренировкăсене тухмалла-и? — Ăмăртусем умĕн тренировкă вăхăтне, тиевне чакармалла, тепĕр кун старта тухмалла пулсан, ăна ирттермесен те юрать. Ытларах канма, ăмăртăва хутшăнмалли спорт инвентарьне лайăх хатĕрлемелле, çи-пуçа пĕлсе суйламалла. Йĕлтĕрçĕн кирек мĕнле çанталăкра та — сивĕрен, çилтен хỹтĕлеме пултаракан, çав вăхăтрах çăмăл та меллĕ тум суйламалла. Хăшĕ-пĕри питĕ ăшă тăхăнать. Ку тĕрĕс мар. Ытлашши тум хускалма чăрмантарать, çын вĕриленсе каять, тарлать, тум нỹрелнипе ăшă тытми пулать. Ăмăртусем валли çăмăл, ăшă тытакан ятарлă йĕлтĕр костюмĕ туянсан аван. Ун пекки çук пулсан çăм свитер, аялтан пир-авăр пусмаран çĕленĕ кĕпе тата пусмаран хатĕрленĕ çăтă вăрăм йĕм тăхăнни аван пулĕ. Пуçа, хăлхасене çăтă хуплакан çăм калпак, алăсене çил яман пусмаран çĕленĕ икĕ сийлĕ алсиш тăхăнмалла. Йĕлтĕр пушмакне суйланă чух вара уйрăмах тимлĕ пулмалла. Тĕрĕс мар суйласа илнине тăхăнсан, йĕлтĕр йĕрĕ çинче аманма пулать. Вăл йывăр е тăвăр пулсан чупма кан-сĕрлет, çавăнпа виçеллине, ура тупанне хĕсменнине илмелле. Унсăрăн юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе тăм илме е ỹте шăйăрттарма пултарать. Пушмака икĕ мăшăр нускипе — пир-авăр тата çăм çиппинчен çыхнине тăхăнмалла. Ăмăртусем пуçланиччен 2—3 кун юлсан чĕре таппи ỹсесрен, ытти чĕре чирĕ аптратасран эрех-сăра, энергетика шĕвекĕсем, кофе ĕçмелле мар. Тепĕр кун ăмăртăва хутшăнмалла пулсан чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла çимесен аванрах, газ хушнă шĕвексем те ĕçме тăхтамалла. Каçхине кĕске кросс чупма юрать тата, паллах, тăраниччен, çителĕклĕ çывăрмалла. — Старта тухиччен, чупса кайиччен шăм-шака çемçетмелли хăнăхтарусем тумалла-и? — Паллах, старта тăриччен хусканусем туса мышцăсене çемçетмелле, чĕрене, сыпăсене йывăрлăха хатĕрлемелле. Ал-урана сулкаламалли, пĕшкĕнсе лармалли, сывлав хăнăхтарăвĕсем тумалла. Паллах, халран кайиччен мар, унсăрăн йĕлтĕр çине тăма та вăй юлмĕ. Ăмăртусем умĕн шăм-шака çемçетмелли хăнăхтарусене 10—15 минутран ытла тумалла мар. Старта тăрсан лăпланмалла, тимлĕхе ỹстермелле. Пĕрремĕш хут ăмăртăва хутшăнакансен хăйсен вăйне тĕрĕс хакламалла, сывлăха сиен кỹресрен асăрханмалла. Хăвăрт чупса кайма тăрăшмалла мар. Йĕлтĕр йĕрĕ, трасса çинче хăвăра йывăррине, вăй çитменнине, сывлама кансĕррине туйсан васкамалла мар е дистанцие кĕскетмелле. Ăмăрту хыççăн вара пĕр вырăнта тăмалла мар. Пĕр 5—10 минут майĕпен ярăнкаласа çỹремелле е уткаламалла. — “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртăва хутшăнма мĕнле регистрациленмелле-ха? — Ăмăртăва хутшăнас текенсен, хăйсене пăхса тăракан тухтăрпа канашласа медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. 40 çулран иртнисен вара электрокардиограмма тутарсан ла-йăхрах. Тĕрĕсленĕ хыççăн ăмăртăва хутшăнма юранă пирки справка илмелле. Ăна ăмăртăвăн мандат комиссине памалла.