14 февраля 2020 г.

Вăхăт шăвать, çулсем иртеççĕ... Çапах та эпир пирĕн çĕршывра пулса иртнĕ паттăрла пулăмсене асра тытатпăр. Кăçал Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитнине паллă тăватпăр. Хăрушă вăхăт пирки сахал мар кĕнеке çырнă, сахал мар кинофильм ỹкернĕ. Паянхи кун çамрăк ăру архив докуменчĕсене шĕкĕлчесе тĕпчев ĕçĕсем çырать, тыл ветеранĕсемпе тата тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулу йĕркелет, сăвă-калавсем çырать... Районти ача-пăча пултарулăх çурчĕ Аслă Çĕнтерĕве, оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхне халалласа патриотла сăвăсен “Ради жизни на земле” конкурсне ирттернĕ. Мероприятие çитĕнекен ăрăвăн патриотизм туйă-мĕсене йĕркелес, çуралса ỹснĕ тăван кĕтесшĕн, Тăван çĕршывшăн, хамăр ентешсен паттăрлăхĕшĕн мăнаçлăх туйăмĕсене çуратса, вĕрентсе ỹстерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса чăвашла тата вырăсла çырнă 30 ытла произведени тăратнă. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем икĕ номинацире тата икĕ ушкăнра хутшăннă. Район конкурсĕн çĕнтерỹçисем чăннипех те пултаруллă ачасем. Çамрăк поэтсен шăрçаланă сăввисем пурне те чун-чĕререн тыткăнланине палăртмалла. “О войне написано не все..." номинацире Арсений Сергеев (Трак шкулĕ, 5 “б” класс, ертỹçи — Н. Николаева) тата Татьяна Андреева (Красноармейски шкулĕ, 10 класс, ертỹçи — З. Михайлова), "Священная война великого народа" номинацире Кирилл Ефимов (Красноармейски шкулĕ, 7 “а” класс, ертỹçи — М. Матвеева) тата Каролина Васильева (Алманч шкулĕ, 9 класс, ертỹçи — Г. Димитриева) 1-мĕш вырăн йышăннă. А. Клементьева.