АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правительствăна çĕнĕ профессионалсем килеççĕ

14 февраля 2020 г.

ЧР Правительстви малалла йĕркеленет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев хăйĕн указĕпе ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Викторова ĕçрен хăтарнă. Çак тивĕçе пурнăçласа пыма В. Степанова шаннă. О. Николаев хăйĕн тепĕр указĕпе ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Грищенкона ĕçрен хăтарнă. Кĕркуннехи халăх сасăлавĕччен çак тивĕçе А. Героев пурнăçласа пырĕ. О. Николаев юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрне Н. Тимофеевăна ĕçрен хăтарнă. ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн — ЧР юстици ĕçĕсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин тивĕçĕсене пурнăçлама министр çумне И. Михайлова шаннă. О. Николаевăн тепĕр указĕпе ЧР ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама А. Елизаровăна çирĕплетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика