АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Осуществляя республиканский социально значимый проект. Проект “Современное село — цель национальных проектов”

11 февраля 2020 г.

Осуществляя республиканский социально значимый проект. Проект “Современное село — цель национальных проектов”

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Красноармейски вăтам шкулĕнче РФ наци проектне пурнăçлаççĕ

Красноармейски вăтам шкулĕнче 2019 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 6—11-мĕш классенче вĕренекенсене професси суйласа илессипе “Билет в будущее” проект старт панă. Вăл РФ Президенчĕн Пĕтĕм Раççейри “Наставник” форума хутшăнаканĕсен тĕл пулăвăн пĕтĕмлетĕвĕпе тата “Успех каждого ребенка” федераци проекчĕн паспорчĕпе пурнăçланса пырать, ăна “Образование” наци проекчĕ енĕпе проект комитечĕн ларăвĕн протоколĕ çирĕплетнĕ. 6—11-мĕш классенче вĕренекенсене професси суйласа илессипе “Билет в будущее” проекта Раççей Президенчĕ Владимир Путин маларах кăларма сĕннĕ. Раççей лидерĕ çакă çамрăксене професси суйласа илме, профессионалсене вара çитĕнекен ăрăва пухнă опыт пама пулăшассине палăртнă. Проектăн федераци операторĕ “Агенство развития профессиональных сообществ и рабочих кадров “Молодые профессионалы (WorldSkills Russia)” союзĕ шутланать. Пĕрремĕш тапхăрта хутшăнакансем “Билет в будущее” проектăн организаторĕпе — шкулти Е.В. Константинова педагог-психологпа пĕрле онлайн-диагностика ирттернĕ, вăл професси суйласа илессин ăнланулăх тата хатĕрлĕх шайне, тĕп ăсталăх шайне (асăну, тимлĕх, анлă шухăшлав), професси интересĕсен сферине тата конкретлă професси компетенцийĕсене пĕлме пулăшнă. Тестировани меслетлĕхĕ Тăван çĕршыв ученăйĕсен ăслăлăх ĕçĕсенче тата WorldSkills эксперчĕсен практикинче никĕсленсе тăрать. Пĕтĕмпе 100 вĕренекен тестировани тухнă. Иккĕмĕш тапхăр — практика ĕçĕсем. Практика мероприятийĕсенче вĕренекен хăйне тĕрлĕ профессире тĕрĕслесе пăхма тата ăна мĕнле ĕç ытларах килĕшнине ăнланма пултарать. Опытлă наставниксем шкул ачисемшĕн пысăк занятисемпе ăслăлăх класĕсем ирттернĕ. Вĕренекенсем уйрăммăн тата ушкăнпа практика ĕçĕсем пурнăçланă. Е.В. Константинова, М.И. Матвеева, И.А. Тимофеева, А.Г. Жукова, Е.Г. Михайлов, В.М. Фризен, Т.Л. Ефимова, В.В. Иванова, З.П. Михайлова педагог-навигаторсем асăннă проекта хутшăннă. Пĕтĕмпе Чăваш Енри 12 техникумăн 42 пĕлỹ лапамĕнче пулнă: — Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕ; — Çĕнĕ Шупашкарти политехника техникумĕ; — Çĕрпỹри аграгипе технологи техникумĕ; — Канашри педагогика колледжĕ; — Канашри транспортпа энергетика техникумĕ; — Шупашкарти медицина колледжĕ; — “Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен службин 9 отрячĕ” учрежденийĕн 28 пушарпа çăлав пайĕ; — Шупашкарти апат-çимĕç технологийĕпе коммерци техникумĕ; — Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ; — Шупашкарти строительство тата хула хуçалăх техникумĕ; — Шупашкарти художество училищи (техникум); — Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ. Професси сăнавĕ вĕçленнĕ хыççăн СУЗ наставникĕсем кашни хутшăнакана уйрăм сĕнỹ панă. Çакă — проектăн виççĕмĕш тапхăрĕ. Вĕренекенсем регионти хушма пĕлỹ программисене вĕренмелли “професси аталанăвĕн траекторине” илнĕ. Красноармейски вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем “Малашлăх билетне” илни, вĕсен тулли те телейлĕ сăн-пичĕсем, çитес çул та хаваспах хутшăнас кăмăл пурри — проектăн чи пысăк хаклавĕ. Проекта хутшăнакансен тата шкул коллективĕ ячĕпе Красноармейски район администрацийĕн вĕрентỹ пайне, Чăваш Республикин Вĕренỹ институтне, “Професси пĕрлĕхĕсемпе ĕç кадрĕсене аталантармалли агентство “Çамрăк профессионалсем (Worldskills Россия)” союзне, “Стратегилле пуçарусен агентствине” тав тăватпăр.

Е. Константинова,

Красноармейски вăтам шкулĕн педагог-психологĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика