11 февраля 2020 г.

Трак вăтам шкулĕн 4 “а” (“Хĕвел мулкачисем”, класс ертỹçи Л. Голубева) тата 5 “в” (“Светофор”, О. Аркадьева) класĕсенче “Трак ен — кедр тăрăхĕ” социаллă проектпа килĕшỹллĕн класс тулашĕнчи занятисем иртнĕ. Кедр вăрринчен хунавсем çитĕнтересси пирки “Трак ен — кедр тăрăхĕ” проект ертỹçисем — Светлана Матвеевнăпа Валерий Геннадьевич Мефодьевсем каласа кăтарнă. Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пынă май Мефодьевсем ачасене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕсем çинчен аса илчĕç. “1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Шăп çав кун Трак пуххи кĕрленĕ. Ярмаркка хыççăн тепĕр куннех вăй питти арçынсем вăрçа ăсаннă. Эпир ярмаркка лапамĕнче “Виçĕ хĕвел” этно-аллея тăватпăр, кедр аллейи çĕкленет унта”, — тенĕ Мефодьевсем. Вĕсем Асăнупа мухтав çулĕнче кедр хунавĕ çитĕнтерсе вĕсене пирĕн паттăрсен ячĕпе лартма сĕннĕ. “Çулсем иртĕç, хăвăр асаттесен çулне çывхарсан кăçал лартса хăварнă кедр пирки мăнаçланса аса илĕр”, — тенĕ Мефодьевсем.