АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янкас çыравçи, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă мул хуçи

11 февраля 2020 г.

 Красноармейскинчен Карас çырмипе Янкаса çурранах çитрĕм. Кăштах тарланă шăм-шакпа "Овражная" ятлă урампа утатăп. Кун кăнтăрла иртнĕ, тавралăха каç чаршавĕ хупласшăн тапаçланать. Шухăшсен хумне путнăскер унталла та кунталла сăнатăп. — Манăн Микулай Ершов патне çитмелле... Хут çине Янкер тесе те алă пусать вăл, — сывлăх суннă май туя çине тĕрĕннĕ хĕрарăмпа калаçрăм. — Ав, çав çуртра пурăнаççĕ. Çапла, мĕн тĕл пулнăранпах Микулай тесе чĕнетĕп ăна. Тĕрĕссипе, 1973 çулта райхаçат редакцине ĕçлеме вырнаçсан, аслă тус-юлташăма ашшĕ ячĕпе хисеплесе "Николай Гаврилович" теттĕм. Паллах, çырас ăсталăх, Турă пани чунра хăпартлансан та, ĕçлемесĕр, вĕренмесĕр тата пĕр-пĕрне пулăшмасăр вăй илейместех. Пуринчен те вăл е ку пулăма чун-чĕре ăшшипе, тарăн шухăшпа каласа, юратса çырасси, сăнарласси пулмастех. Ман шутпа, хывăхĕ мар, тĕшшийĕ пахарах, тутлăрах, çывăхрах тата хаклăрах вулакана. Эпĕ çак паха енсене Николай Гавриловичра асăрхарăм, унăн статйисене, сăввисене ытларах вуларăм. Ку тĕлĕшпе манăн аксакалсен вырăнĕнчех тесшĕн, пуян та сăнарлă чĕлхепе çырассипе тата хăйсем чăвашла тап-таса калаçассипе Леонид Николаев (Савран), Николай Дмитриев (Карай) тата Геннадий Кузнецов (Эл. Вăркан) çыравçăсем, публицистсем пулса тăчĕç. Николай Ершов (Янкерĕн) кил-çуртне, унчченхинчен чылай çĕнетнĕ, улăштарнă, тỹрех шыраса тупаймарăм. Тус-юлташăмăрăн кил-çурчĕ урамран çеç-и, шалтан та пăхса ăмсанмалла... Акă, залри тата çывăрмалли пỹлĕмри шифоньерсенче, хутлă-хутлă вырнаçтарнă çỹлĕксенче ятарласах хатĕрленĕ папкăсенче тĕрлĕрен ĕç хучĕсем, пултарулăхпа творчество лаççинче ырми-канми тăрăшса туптаннă "çимĕçсем" упранаççĕ. "Çимĕçсене" ĕнтĕ эпĕ Микулайăн ку таранччен кун çути курнă 14 кĕнеки тавра сыпăнтартăм. Сăвă теми унăн пархатарлă шухăшпа, ĕмĕр сакки сарлака тенешкел, пурнăç çаврăмĕпе çыхăннă. Сăмахран, "Пурнăç сакки", "Пурнăç илемĕ", "Пурнăç утти", "Пурнăç шкулĕ" тата ытти те тĕрлĕрен çулсенче вулакан патне çитнĕ. Ентеш-çыравçăн çỹлĕкĕсенче хăйне халалласа та ырă сунса, автографсем çырсах алă пуснă кĕнекесем вуншарăн-вуншарăн... Акă, Чăваш халăх писателĕсен Юхма Мишшипе Анатолий Кипечĕн, Лаврентий Таллеровăн, С. Павловăн, ЧР халăх поэчĕн Ю. Сементерĕн, районти Н. Янкас премийĕн лауреачĕсем Г. Дубровпа И. Чуралĕн, В. Рудниковăн, Л. Антоновăн, Шетмĕ Михалин, З. Михайловăн, Т. Борисовăн, И. Степановăн, Н. Филимновăн, Г. Алексеевăн, Ю. Романовăн тата Н. Никоноровăн кĕнекисем хăйсен вырăнĕсене тивĕçлипе вырнаçнă. — Пĕлетĕр-и, эпĕ музыкçă та, тавра пĕлỹçĕ те... Вуникĕ çултах хуткупăса тытнă, сцена çине çĕршер хут тухнă. Манăн сăвăсем тăрăх И. Степанов, В. Рудникова, Г. Алексеев (Яманак), Г. Прокопьев, В. Никандров, Ю. Романов, Н. Никоноров, Р. Федоров, Н. Филимонов хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсем 100 ытла юрă çырнă. Вĕсем тĕрлĕ сборниксенче пичетленнĕ. Тепĕр ырă палăрăм та пур манăн. Эпĕ сад ăсти, пахчаçă та. Типтерлĕ чăн-чăн кил хуçи те... — тет сăн-питре кулă палăртса Микулай Янкер. —Тата 12 çул районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхне ертсе пытăм. Районти творчество лавне туртакансене, ырми-канми хастар чăвашсене хам ятпа, çулленех, паллах, Н. Ершов ячĕллĕ лауреатсем пулнине ĕнентерекен е çирĕплетекен ятарлă диплом тавра сыпăнать сăмахăм. Астăватăп-ха, 2007 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче сире те, Георги шăллăм, лауреатăн Дипломне тыттарнăччĕ. Çавăнта 2006 çулхи очерксемпе тĕрленчĕксемшĕн, "Ял пурнăçĕнче" çапăнса тухнисемшĕн тесе хам алăпах çырнăччĕ. Дипломĕ, паллах, манăн сăн ỹкерчĕкпе сăна уçать, _ тет Николай Гаврилович. Халь Н. Ершов-Янкер ячĕллĕ дипломсен йышĕ 14 ытла. Пĕлтĕр ăна Çĕньял Шетмĕри Лев Соловьев тивĕçрĕ. Кăçал, Йĕке хỹре çулталăкĕнче, Виктор Данилов- Тавкил çыравçă çĕнсе илчĕ. Дипломпа пĕрлех — хавхалантару укçи-тенки — 1000 тенкĕ. — Микулай, — тетĕп шахвăртса. — Янкер тенин пĕлтерĕшĕ пирки тĕрĕсрех ăнлантар-ха. — Янкаса кĕр тени пулмасть вăл хăшĕ-пĕри калашле. Ăна вырăсларах ăнланма сĕнесшĕн, ыйтасшăн та... "Я — Николай Гаврилович Ершов" пулатăп эпĕ, — татах тепĕр хутсен тĕркине куçарчĕ сăвăç. — Паллаш, вула, тусăм... Чăнах та, райхаçатпа ĕмĕр-ĕмĕр туслă çыравçă. Пĕрремĕш заметкăна "Лайăх концерт" ятпа 1956 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, малтанхи сăвви те унтах, тепĕр çулталăкран пичетленнĕ. Халĕ те район хыпарçин тусĕ "Ял пурнăçне" ятарлă папкинче упрать. Г. Тусли. Акă, "Хушăран сас пани те кирлĕ" (райхаçатăн иртнĕ çулхи 75 (9975) №-нче пичетленнĕ) статья умра выртать. Курăмлă ятпа вулакан умне тухрĕ, тăватшар-тăватшар йĕркен калăпланнă сăвăсен шухăшĕ философиллĕ, кашни куплет пурнăçăн чăн-чăн çирĕплĕхĕпе те, тĕрĕслĕхĕпе те чĕре патне пырать. Вулаканăм, "Хушăран сас пани те кирлĕ" ум сăмахлă, пурнăç кустăрминчи пулăмсене чăн-чăн çыравçă куçĕпе сăнлакан, шухăшлаттаракан статьясене вуламасăр, çырса илмесĕр ан хăвар-ха... Вăхăт туп, хăшĕн-пĕрин нихăçан та вăхăчĕ çук текен "ĕçлĕ çыннăмăрсем" эсир те поэзи лаççин кăвайчĕ умне пуçтарăнăр-ха? Янкас çыравçи тата 40 çул ытла кун кĕнекине çырать. Кашни пулăм, хускану, калаçу тата ытти те сенкер тетрадьсенче вырăн тупаççĕ. Çакă та хăйшĕн, тус-тăванĕсемшĕн пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă пуянлăхах е мулах тесшĕн эпĕ. Микулай Янкер пултарулăхне районти Н. Янкас премийĕ парса та хакланă. Çавăн пекех А. Талвир, Пайтул Искеев ячĕллĕ премисен лауреачĕ те вăл.Акă, "Хушăран сас пани те кирлĕ" (райхаçатăн иртнĕ çулхи 75 (9975) №-нче пичетленнĕ) статья умра выртать. Курăмлă ятпа вулакан умне тухрĕ, тăватшар-тăватшар йĕркен калăпланнă сăвăсен шухăшĕ философиллĕ, кашни куплет пурнăçăн чăн-чăн çирĕплĕхĕпе те, тĕрĕслĕхĕпе те чĕре патне пырать. Вулаканăм, "Хушăран сас пани те кирлĕ" ум сăмахлă, пурнăç кустăрминчи пулăмсене чăн-чăн çыравçă куçĕпе сăнлакан, шухăшлаттаракан статьясене вуламасăр, çырса илмесĕр ан хăвар-ха... Вăхăт туп, хăшĕн-пĕрин нихăçан та вăхăчĕ çук текен "ĕçлĕ çыннăмăрсем" эсир те поэзи лаççин кăвайчĕ умне пуçтарăнăр-ха? Янкас çыравçи тата 40 çул ытла кун кĕнекине çырать. Кашни пулăм, хускану, калаçу тата ытти те сенкер тетрадьсенче вырăн тупаççĕ. Çакă та хăйшĕн, тус-тăванĕсемшĕн пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă пуянлăхах е мулах тесшĕн эпĕ. Микулай Янкер пултарулăхне районти Н. Янкас премийĕ парса та хакланă. Çавăн пекех А. Талвир, Пайтул Искеев ячĕллĕ премисен лауреачĕ те вăл. Г. Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика