АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Правительстви малалла йĕркеленет

11 февраля 2020 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев çĕнĕ Указсем çине алă пуснă. О. Николаев ЧР Правительствин Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă И. Моторина ĕçрен хăтарнă. Олег Алексеевич малашне çак тивĕçе хăй пурнăçласа пырĕ. О. Николаев ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçланă П. Иванова ĕçрен хăтарнă. ЧР Министрен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн-экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама И. Моторина шаннă. Çавăн пекех ЧР Правительствин Председателĕн çумĕ пулма финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан М. Ноздрякова çирĕплетнĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-РФ Президенчĕ çумĕнчи ЧР полномочиллĕ Представителĕ пулма П. Чекмарева шаннă. О. Николаев тепĕр указпа ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ пулма А. Салаевăна çирĕплетнĕ. О. Николаев çавăн пекех ЧР Промышленноçпа энергетика министерствине йĕркелесси çинчен калакан Указа алă пуснă. Экономика аталанăвĕн министерствин промышленноçпа энергетика, Строительство министерствин энергетика сферисенчи полномочийĕсене ЧР Промышленноçпа энергетика министерствине параççĕ. Экономика аталанăвĕн министерствине культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинчи туризм сфери куçать. Вăл малашне ЧР Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви ятлă пулĕ. Ăна çавăн пекех Юстици министерствин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн полномочийĕсене параççĕ. ЧР Юстици министерствинчен ЧР юстици ĕçĕсен Патшалăх служби туса хунă. ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру министерствинчен гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен Патшалăх комитетне йĕркеленĕ. О. Николаев хăйĕн Указĕпе ЧР транспорт министрĕн тивĕçĕсене туса пынă А. Николаева ĕçрен хăтарнă, çак тивĕçе пурнăçлама министр çумне С. Яхатина шаннă. ЧР хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен тата техникăн ытти енĕсен техника шайне тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн пуçлăхне_патшалăхăн тĕп инженер-инспекторне С. Вязовские должноçрен хăтарнă. Çак тивĕçе унăн çумĕ Е. Еландаев пурнăçласа пырĕ. О. Николаев хăйĕн Указĕпе ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама В. Осипова çирĕплетнĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçин çумĕ пулма А. Кузина çирĕплетнĕ. Вăлах пресс-секретарь тивĕçĕсене пурнăçлĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçин çумĕ пулма А. Гурьева, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçĕсен управленийĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлама В. Павлова шаннă. О. Николаев ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçин çумĕнче тăрăшнă В. Филимонова тата ЧР Пуçлăхне пулăшакан пулнă Т. Михайловăна ĕçрен хăтарнă. Республикăри пĕрлехи заказчик службин директорне И. Степанова ĕçрен хăтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика