11 февраля 2020 г.

Иртнĕ эрнере ял тăрăхĕсенче отчетлă пухусем пуçланчĕç. Вĕсенче 2019 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, кăçалхи çĕнĕ тĕллевсене палăртаççĕ. Отчетлă пухусем Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Анаткасра, Алманч ял тăрăхне кĕрекен Алманчра, Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Чатукассинче пулса иртнĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов хутшăннă, сăмах каланă Александр Николавевич палăртнă тăрăх, иртнĕ çул “Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен çирĕппĕн аталантарас” федерацин тĕллевлĕ программине пурнăçласа Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Анаткасра 1708 м çула асфальт сарнă. Трак енри кашни ялтах çỹп-çап пухмалли контейнерсем вырнаçтарнă, вĕсем валли 178 лапам тунă. 5 вĕренỹ учрежденийĕсенчи котельнăйсене реконструкциленĕ, 4 культура учрежденине уйрăммăн хутса ăшăтмалла тунă. Район центрĕнче те тирпей-илем ыйтăвĕпе пысăк ĕç туса ирттернĕ, чылай çĕрте энерги перекетлекен лампăсем çакнă. Алманч тăрăхĕнче пĕлтĕр вырăнти пуçару никĕсĕ çинче йĕркеленĕ проекта ĕçе кĕртнĕ, кăçал вăтам шкул çуртне, тĕп усадьбăри Гагарин урамне юсама пăхаççĕ, кану центрĕ умĕнчи территорие тирпей-илем кĕртме палăртаççĕ. Чатукассисем вырăнти пуçару бюджечĕн проекчĕпе Енĕшкасснче Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитнине халалласа культурăпа истори паркне ĕçе кĕртме пултарнă. Кăçал Шăнарпуçĕнчи çула, ялсенчи шыв башнисене юсама пăхаççĕ. Кăçал пысăк уявсен çулталăкĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа — 75, района йĕркеленĕренпе — 85, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитет. Çавна май иртнĕ вăрçă паттăрĕсене халалланă палăксене юсаса çĕнетес, районти тĕп сыватмăшăн территорине тирпей-илем кĕртес, райцентрта çĕнĕ культура керменне тăвас, ĕлĕкхи Трак ярмаркки пулнă лапама йĕркене кĕртес тĕлĕшпе малалла ĕçлĕç. Пухусенче ял çыннисем çĕкленĕ ыйтусем çине ертỹçĕсем тулли хуравсем панă.