07 февраля 2020 г.
Район центрĕнчи вулав залĕнче Марийăпа Анастасия Даниловсен ỹкерчĕкĕсен куравĕ уçăлчĕ. Мария — И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн 5-мĕш курс студенчĕ. Анастасия та асăннă учрежденин юридика факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Иккĕшĕ те ЧПУ Культура керменĕн Г.Ю. Кулешов художник-оформителĕ патĕнче тарăн пĕлỹ илнĕ. Хаклă çынсене, килнĕ хăнасене районти культура çурчĕн директорĕ Т.В. Ефимова саламларĕ, çамрăк художниксене Тав хучĕсем парса чысларĕ. Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертỹçи И.А. Прокопьев та сăмах илчĕ. “Çав тери çутă сăрсемпе усă курни, тăван тавралăха сăнарлани... Питĕ çỹллĕ шайри ỹкерчĕксем тесе хак патăм эпĕ". Иван Афанасьевич Марийăпа Анастасия Даниловсене халалласа сăвăсем вуласа пачĕ. "Тĕрлĕ сăрăсемпе ỹкерни — пирĕншĕн вăл кану. Çавăнпа та пушă вăхăт тупăнсанах тỹрех алла кисточкăсем тытатпăр. Ỹкерчĕксем еплерех пуласси чун-чĕре хавхаланăвĕнчен те питĕ нумай килет. Хăш чухне ỹкерчĕке 3 кунрах çырса пĕтерме пулать, тепĕр чухне 3 уйăха та тăсăлса кайма пултарать", — тет Мария. Куравра пăхса çỹренĕ май, çамрăк художниксен ỹкерчĕкĕсенче мĕн чухлĕ хĕвел, ырăлăх пулнине туйса илетĕн. Çутă сăрсем чун-чĕрене хăпартлантараççĕ, тыткăнлаççĕ, кăмăла çĕклеççĕ, шухăша та яраççĕ... "Ỹкерме вĕренесси — нихăçан та кая мар", — палăртаççĕ пур енчен те пултаруллă хĕрсем. Талантлă çамрăксен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе вĕсемпе эпĕ калаçмасăр иртеймерĕм. Мария та, Анастасия та мĕн пĕчĕкренех ỹкерме юратнине пĕлтерчĕç. Аппăшĕпе йăмăкĕ районти ачасен искусство шкулĕнче хаваспах вĕреннĕ. Мария, акă, час-часах тĕрлĕ çуртсем ỹкернĕ, вĕсен планне тунă, шал енчен кашни хутне проектланă. Архитектор пулас шухăшлă пулнă вăл. Анчах та шкулта биологипе хими вĕренме пуçласан пĕчĕккĕн медицина енне сулăннă. "Шкулта вĕреннĕ чухнех çут çанталăка ỹкерме юрататтăмччĕ, кайран сăн ỹкерчĕксем сăнлама пуçларăм. Чылай конкурссене хутшăнса вырăнсем те йышăннă", — тет Мария. Анастасия та чылай конкурсра хутшăнса малти вырăнсене тухнă, ятарлă стипендие те илме тивĕç пулнă. "Искусство шкулĕнче пире Надежда Андреевăпа Сергей Алексеев ỹкерес ăсталăха çỹлелле çĕкленĕ, унăн вăрттăнлăхне уçса панă. Заволжски клубĕнчи ал ĕç кружокне — Жанна Михайловна патне — çỹрени те питĕ пулăшрĕ. Декупаж, çăмран картинăсем ăсталани, бисерпа, чăваш тĕррисем тĕрлени тата ытти тĕрлĕ ал ĕçĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пурнăçра кирлĕ тесе шутлатпăр. Питĕ килĕшетчĕ искусство шкулне çỹреме. Унта вăй хуракан преподавательсем ỹкерес ăсталăхăн никĕсне пани пире малашнехи утăмсем тума пулăшрĕç", — теççĕ хĕрсем. Шкул сукмакне ăнăçлă такăрласа тухсан Марийăпа Анастасия Шупашкар хулине вĕренме кайнă. Пĕррехинче Марийăпа пĕр пỹлĕмре пурăнакан юлташĕ ỹнер студине уçасси пирки пĕлтерỹ асăрханă. 3-мĕш курс студенткине те пĕрле кайма чĕнсен вăл кăмăлпах унта çул тытнă. Чунра тĕвĕленнĕ ỹкерес туйăм çапларах вăй илме пуçланă унăн. 1-мĕш курсра вĕренекен Анастасия йăмăкне те пĕрле илсе кайнă вăл. Г. Кулешов художник-оформитель вĕренекенсене тата тарăнрах пĕлỹ пама тăрăшнă. — Георгий Юрьевич патне лекни пирĕншĕн телей пулчĕ. Унччен эпĕ çак шайра ỹкерме пултаратăп тесе шутламан. Енчен те малтан картинăна ăнсăртран вараласран хăранă пулсан, халĕ кисточкăна алла тытса çăмăллăнах ỹкеретĕп, — каласа парать Мария. — Студие пырсан чи малтанах гуаша кăмăлларăм. Пĕчĕккĕн акрилпа усă курма вĕрентĕмĕр... Ĕçе пуçлас умĕн вырăна тĕплĕн хатĕрлемелле, пирне (холст) хытă туртса çыхмалла... Картинăсене ỹкерсен-ỹкерсен студие çỹрекенсем пурте пĕрле пухăнса ларатпăр та кашнин ĕçне тишкереттĕмĕр, — тет Анастасия. Хăйсен пĕрремĕш ỹкерчĕкĕсене пултаруллă хĕрсем лайăх ас тăваççĕ. Гуашĕн тĕрлĕ тĕсĕсемпе сăнарланă пĕрремĕш ĕçĕсене вĕсем типтерлĕн упраççĕ. Марийăн "Храм Рождества", Анастасийăн "Озеро" ỹкерчĕкĕсем тăван киле илем кỹреççĕ. Студие çỹреме пуçланăранпа мĕн чухлĕ произведени çырман пулĕ вĕсем! Ĕçе тĕплĕн те тарăннăн пурнăçлакан аппăшĕпе йăмăкĕ хăйсен пултарулăхне тăванĕсене, юлташĕсене юбилейсемпе, çуралнă кунсемпе асăнмалăх-савăнмалăх парнелеççĕ. — Паллах, чăн-чăн ăста пулас тесен пирĕн малалла ỹсмелле, аталанмалла, алла питĕ лайăх хăнăхтарса çитермелле. Эпир вĕренетпĕр кăна-ха... Пуçра шухăшсем питĕ нумай, пурăна-киле пурнăçлатăп тесе шутлатăп. Хальлĕхе университетри вĕренĕве малти вырăна хунă май, вăхăтсем сахалтарах, апла пулин те пушансанах алла кисточка тытатпăр, — сăмаха малалла тăсать Мария. Йăхран-йăха куçса пыракан тĕрлĕ енлĕ пултарулăх — ỹкересси, юрласси, çырасси, музыка инструменчĕсемпе каласси — ашшĕпе амăшĕ парнеленĕ пуянлăх. Даниловсем çемйипех пианино калама пĕлеççĕ, уçă та янкăр сасăпа юрласа чун-чĕрене тыткăнлаççĕ. Анастасия, авă, çырас енĕпе те пултаруллă. Нумаях пулмасть "Тăван Атăл" журналта унăн пьеси пичетленсе тухрĕ. Халĕ пулас юрист тепĕр хайлав палăртать. Тăрăшуллă студентсем ỹкерчĕксен куравне 2018 çулта Шупашкарти "Хальхи искусство центрĕнче" , 2019 çулта Заволжски клубра йĕркеленĕ. Халĕ район центрĕнчи тĕп библиотекăн вулав залĕнче иртет. — Тĕрĕссипе, мухтанас тесе мар, “Пурнăç тĕсĕсем” курава йĕркелерĕмĕр. Эпĕ яланах ачасене калатăп: "Çĕр çинче эсир кăна мар — малтисем те , каярах ỹсекеннисем те пур". Ачасене туйса, вĕсен акнă талантне çутатма, аталантарма пулăшмалла, — сăмаха пуçларĕ илемлĕ хĕрсен амăшĕ, Светлана Ивановна. — Эпĕ яланах "Çак ĕçсене курсан сирĕн чунăрта мĕнле те пулин ырă туйăм çуралчĕ-и? Чĕрере мĕн те пулин улшăнайрĕ-и? Картинăсене курнă хыççăн кама та пулин ырă тăвас килсе кайрĕ-и?" — тесе ыйтатăп. Çак курав ăшă та çепĕç туйăмсем çуратрĕ пулсан — апла çак ĕçсене ахальтен туман... Тен, курава ачасем пырса курсан вĕсен ỹкерес туйăм çуралать, ырă тăвас килет. Ỹсекен ăру валли вăл усăллă пулать. Тен, тепĕр çыннăн чунĕ ыратать, вăл çак ỹкерчĕксене курать те унăн кăмăлĕ çĕкленет... Çавăншăн йĕркелерĕмĕр эпир ăна. Асăннă курав — ỹсекен ăру валли сăваплă япала. Ачасен чунĕнче ыррине çуратас килет. Марийăпа Анастасийăн тата çỹллĕ шая çитмелле, ĕçлемелле те ĕçлемелле... — Мĕн пĕчĕкренех эпир ачасене кĕнеке вулама хăнăхтарнă. Каçсерен çемьепе пухăнса лараттăмăрччĕ те калаçаттăмăрччĕ. Тĕрлĕ енлĕ ыйтусене хускататтăмăр. Кĕнеке питĕ вулама юрататчĕç. Кайран ун тăрăх калаçусем ирттереттĕмĕр, — каласа парать Светлана Ивановна. Тăван тĕпренчĕкĕсене ырă тĕслĕх паракан юратнă ашшĕпе амăшĕ те — Юрийпе Светлана Даниловсем — залра ларакансене илемлĕ юрăсем парнелерĕç, Мария музыка инструменчĕпе выляса кăтартрĕ. "Пурнăç тĕсĕсем" курава килнĕ хăнасем аппăшĕпе йăмăкĕн ĕçĕсемпе пурте кăмăллă юлчĕç. Пултаруллă хĕрсене В. Серафимов, В. Иванова, С. Мефодьева, Н. Григорьева, Р. Журавлева, А. Раськина, С. Никитина, А. Дмитриева ăшă сăмахсем каларĕç, пултарулăхра ăнăçу сунчĕç. Курав район библиотекинче 4 эрне пырĕ. Т. Филиппова.