07 февраля 2020 г.

... 1964 çулхи чỹк уйăхĕ. Янкас ялĕн каччи Николай Ершов çар службинчен запасри офицер пулса килни пĕр эрне кăна-ха. Апла пулин те, районти Культура çурчĕн директорĕн Наум Григорьевăн сĕнĕвĕпе вăл тỹрех кунти илемлĕх ертỹçи пулса ĕçлеме килĕшнĕ. Çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупасса шаннă ĕнтĕ. Çапла, пĕрремĕш концерта кăтартуллă ирттернĕ. Каярахпа хор йышне ỹстерессишĕн тăрăшнă... Николай Ершов, чăнах та, хĕрсемпе каччăсене сцена çинче юрлама-ташлама илĕртме ăста пулнă. Пушă вăхăтра Красноармейски ялĕн тĕп урамĕсенче çамрăксемпе ăшшăн калаçса татăлнă — репетицисене йыхравланă. Шăп çавăн чухне паллашнă та ĕнтĕ Николай Ершов музыкçă хăйĕн пулас арăмĕпе — Людмила Ивановăпа. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем иккĕшĕ те çĕнĕ концерта хатĕрленме хутшăннă. Люся ятлă 18 çул тултарнă хĕр Çĕньял Упи ялĕнчен райбольницăн хуçалăх пайне ĕçе çỹренĕ. Ĕç хыççăн репетицисене юлнă. Çĕрле епле-ха пĕччен 4 çухрăм уттарăн хĕре? Николай Ершов вара хаваспах ăна киле ăсатма çỹренĕ. Çапла, кĕске вăхăтрах çывăхланса-туслашса пынă вĕсем. Туслăх юратăва куçнă... Людмила амăшĕн пĕртен-пĕр ачи пулнăран Николай Ершов мăшăрлану ыйтăвĕсене ытларах Екатерина Ивановнăпа сỹтсе явнă. Хирĕçлемен пулас хуняма, "ылтăн кĕрỹ" пулатăн" тесе те каланă. Çапла, 1965 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче, тăванĕсемпе килĕшсе, Людмила Ивановăна Янкаса качча илсе килнĕ. Тепĕр эрнерен, февралĕн 6-мĕшĕнче, Красноармейски ял Совечĕ йĕркеленипе “комсомолла туй” туса çырăнса мăшăрланнă... Унтанпа 55 çул çитрĕ — пайтах шыв-шур юхрĕ. Янкасри çак кăтартуллă мăшăр халĕ те юратса пурăнать, пĕр-пĕрне хисеплет, йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттерет... Хăтлă кил-çурт çавăрнă, выльăхсем, чăх-чĕп усраççĕ. Паллах, ачисем, мăнукĕсем пулăшу кỹреççĕ... Тăватă хĕр те пĕр ывăл вĕсен. Аслă хĕрĕ — Людмила Петрова 35 çул Красноармейски шкулĕнче кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентет — Раççей вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Иккĕмĕшĕ — Люба — типографи çынни — пенсире. Çемье пуçĕ — Николай Гаврилович ялти шкул хыççăн Тракри вăтам, каçхи тата кĕретсĕр партин шкулĕсенче пĕлỹ илнĕ. Клубра, библиотекăра, паспорт службинче, райхаçат редакцийĕнче, Культура çуртĕнче ĕçленĕ. Ĕç стажĕ — 48 çул. Вăл — ĕç ветеранĕ. Общество ĕçĕсенче вуншар çул тăрăшнă. Унăн Хисеп хучĕсемпе Дипломсем те нумай. Уйрăммăн асăнас пулсан, Николай Янгер- поэт, сăвăç-юрăç, журналист, Чăваш халăх академикĕ. Унăн хисеплĕ ятсем те чылай, 22 кĕнеке авторĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ те. Нумаях пулмасть ăна чăвашлăха аталантарнăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ 1-мĕш номерлĕ орденпа чысларĕç. Медальсем те нумай. Мăшăрĕ — Людмила Сидоровна Янкас шкулĕнчен вĕренсе тухсан, çамрăклах Çĕньял Упири фермăра, уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Ун хыççăн вара пурнăç çулĕ ăна район центрне ĕçлеме илсе çитернĕ: больницăра рабочи пулнă, ача садĕнче няньăра тăрăшнă. “Звездочка” садикре вара пĕр улшăнмасăр 20 çул воспитателе пулăшаканĕ пулнă. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă та каллех тăван хуçалăхăн — Янкас бригадин ĕçĕсене хутшăннă, çапла колхоз пĕтичченех. Ăна 5 ача амăшĕн Мухтав медалĕпе тата “Ĕç ветеранĕ” медальпе наградăланă. Вăл ялти фольклор ушкăнĕнче те чылай çул юрланă. Ачисенчен ывăлĕ — Саша 32 çул автомашина çỹретет. Халĕ газ уçлакан станцире вăй хурать. Тепĕр хĕрĕ —Инна — предприниматель, лавкка тытать. Алина — Трак шкулĕн библиотекарĕ. Пурте — тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕскерсем. Çирĕп çемье пуçĕсен — 10 мăнук, вĕсем те аслă е вăтам специальноçлă пĕлỹ илнĕ. Мăнукĕсен халлĕхе 15 ача. Пурте сывлăхлă. Çапла, Турă пỹрнĕ юрату кун-çулĕпе алла-аллăн тытăнса утаççĕ Николайпа Людмила Ершовсем. Туйра пил панине ĕмĕрĕпех асра тытаççĕ мĕнпур ачисен аслă ашшĕпе амăшĕ. Кевĕр туй ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр вĕсене! В. Данилов.