07 февраля 2020 г.
Чăваш Республикин Правительствинче 14 министртан 10-шĕ хăйсен должноçне сыхласа хăварнă. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев хăйĕн Указĕпе ĕç тата социаллă хỹтлĕх, çут çанталăк ресурсĕсен, культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕсене _ С. Димитриева, И. Исаева тата К. Яковлева ĕçрен хăтарнă. Олег Алексеевич хăйĕн указĕпе финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама М. Ноздрякова шаннă. Вăл Севастополь хулин финанс департаменчĕн директорĕн пĕрремĕш çумĕнче ĕçленĕ, маларах, 2011-2014 çулсенче, ЧР финанс министрĕ пулнă. О. Николаев хăйĕн указĕсемпе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама В. Косачева, культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене туса пыма Р. Лизаковăна, ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлама Н. Каргина çирĕплетнĕ.