07 февраля 2020 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов Çар мухтавĕн кунĕ ячĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă Н. Васильева саламланă. Çак кунсенче унти çапăçусем пулнăранпа 77 çул çитрĕ. Н. Васильев 1924 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче Пикшик ялĕнче çуралнă. Нестер Васильевича 18 çул тултарсан çара илнĕ, çамрăклах вăрçа кĕнĕ, Сталинград фронтĕнче çапăçнă. Сталинград патĕнчи çапăçусем çав вăрçăра чи пĕлтерĕшли пулса тăнă, вăл тăшманăн пире парăнтарас шанчăкне татнă. 200 куна пынă паттăрла кунсем историе кĕрсе юлнă. Н. Васильев хаяр вăрçа Кенигсберг хулинче вĕçленĕ, киле 1945 çулхи декабрьте таврăннă. Унăн кăкăрне паттăрлăх кăтартнăшăн чылай награда илем кỹрет. Сталинград патĕнчи çапăçусем пулнăранпа 77 çул çитнĕ ятпа Н. Васильева район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов тата Пикшик ял тăрăхĕн ертỹçи В. Фомин саламланă, вăрçăри паттăрлăхшăн тав тунă, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх суннă, районăн çĕнĕ энциклопедине парнеленĕ. Ватăна çавăн пекех Пикшик вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем саламланă.