АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем ăмăртрĕç

07 февраля 2020 г.

В.Н. Кочков ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе турнир иртнĕ. Унта 2000—2002 çç. тата 2005—2006 çç. хĕрсемпе каччăсем хутшăннă. Савăнăçлă уява Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В. Горбунов, Чăваш Енри пĕрлештернĕ командăсен тĕп тренерĕ И. Григорьев тата ытти хăнасем сăмах илнĕ, спортсменсене ырă суннă. Ăмăртусене Трак тăрăхĕнчен 14 кĕрешỹçĕ хутшăннă. 2000-2002 çç. юниорсем хушшинче (70 кг виçеллĕ категори) Денис Романов çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. 2005-2006 çç. хĕрсем хушшинче (50 кг) пăхăр медале Валерия Максимова çĕнсе илнĕ. Мала тухнисем нарăсăн 21—23-мĕшĕсенче Оренбург хулинче тата пуш уйăхĕн 12—15-мĕшĕсенче Ульяновск хулинче иртекен ăмăртусенче вăй виçеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика