АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк параппанçăсем — республикăри фестивальте

07 февраля 2020 г.

Çамрăк параппанçăсем — республикăри фестивальте

Нумаях пулмасть “Ачасем — çул çинчи хăрушсăрлăхшăн” ЮИД отрячĕсен Чăваш Енри фестивалĕ пулса иртнĕ. Унта республикăри “Вместе — за безопасность дорожного движения” социаллă проекта хутшăнакан 23 муниципалитетран 25 отряд, 140 ытла çамрăк килнĕ. Мероприятие уçма Трак шкулĕ çумĕнчи “Çамрăк параппанçăсем” пĕрлешĕвĕн вĕренекенĕсем те хутшăннă. Çавăн пекех фестивальте 2019 çулхи проект (“Çамрăксем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн” флешмоб, республикăри “Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ” КВН, “Хăрушсăрлăх кустăрми” ЮИД отрячĕсен республикăри слечĕ) çĕнтерỹçисем тата призерĕсем тухса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Трак шкулĕнче пурнăçланакан республикăри “Вместе — за безопасность дорожного движения” социаллă проект ертỹçине М.Д. Голубева Тав хучĕ тата республикăри “Вместе — за безопасность дорожного движения” социаллă проекта Пилот площадкин статусне парасси çинчен калакан свидетельство панă. Проект йĕркелỹçисем çакăн йышши мероприятисем ачасемпе çамрăксем хушшинче çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнассипе лайăх профилактика ĕçĕ пуласса шанаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика