АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен боксерĕсем — Хусанта

07 февраля 2020 г.

Трак ен боксерĕсем — Хусанта

Кăрлач уйăхĕн 29–мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 1-мĕшĕччен Хусанта Атăлçи федераци округĕн кикбоксинг Чемпионачĕ иртнĕ. Унта чи вăйлă спортсменсем темиçе дисциплинăра вăй виçнĕ. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин йышĕнче Красноармейски районĕнчи “Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ” хушма пĕлỹ паракан муниципалитет бюджет организацийĕнчи А. Тимофеев тренерăн воспитанникĕ — Александр Иванов — пулнă. Ăмăртура Чулхулари спортсмена çĕнтернĕ, анчах иккĕмĕш тупăшура Саратоври спорт мастерĕн кандидатне парăннă. Çавнашкал шайри ăмăртусене хутшăнни паха опыт илме май парать. Çакă вăл малашнехи турнирсенче çитĕнỹсене лайăхлатма кирлĕ. Ăмăртусене хутшăнма пулăшнăшăн “АлексСтрой” ООО ертỹçине А. Кириллова, “Мустанг” фитнес-клубсен ертỹçине Н. Герасимова тата Красноармейски районĕнчи ДЮСШ директорне В. Моисеева пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

А. Тимофеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика