04 февраля 2020 г.
Чунри хĕвелĕн ăшшине Парасчĕ ĕмĕр çынсене. ШетмĔ Михали. Çапла, ял-йышпа, пускил-хурăнташпа, чи çывăх та аякри тăвансемпе эпир Кĕçĕн Шетмĕ салинче 1933 çулта çĕр çине килнĕ Мишшана — Михаил Тимофеевич Тимофеева, хамăрăн мухтавлă та хисеплĕ çыннăмăра — Шетмĕ Михали сăвăçа юлашки çула — асăмри ĕмĕрлĕхе ăсатрăмăр. “Чипер кай!” темерĕмĕр. “Эсĕ яланах пирĕнпе пулăн!” терĕмĕр. “Шетмĕ Михали” ят Трак енре пурăнакансемшĕн тахçантанпах паллă. Вăл — Михаил Тимофеев — ашшĕ те, аслашшĕ те, кукашшĕ те, мăн кукашшĕ те. Михаил Тимофеев — вăрçă ачи. Вăл сăвăç та кăмакаçă, платник те шăвăççă (жестянщик). Вăл — Шетмĕ Михали! Унăн хăйĕн чунĕ, ăнкарăвĕ. Хăйĕн чунĕнчен капланса тухакан сăмаха вăл кăшкăрса мар, малта аллине таса мар ăпăр-тапăр тытса, урайне çуса пырса, хыçалтан тусанне шăпăрпа шăлса пыракан (“çỹлти” çынна юрама тăрăшакан) йăпăлти çын пулман. Мĕн ачаранах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă тăлăх-турат! Мишшан хăтлăхĕ хăй аллипе тытса купаланă кăмакаран ăшă илсе тăнă юратнă мăшăрĕпе Нинукпа — Нина Антоновна Тимофеевăпа (тăпри çăмăл пултăр!) лартнă кил-çурт, тăкăрлăкри хăй вăйĕпе, хăйĕн сусăр аллипе тытса çавăрнă анкарти карти те... анкартинчи пан улмиллĕ сад та. Çапла, Кĕçĕн Шетмĕ шывĕн икĕ çыранĕнче вырнаçнă Кĕçĕн Шетмĕ (Ỹсĕк) салинче çуралса ỹссе чăваш халăхне мухтава тивĕçлĕ çыннăмăр Элли Юрьев ячĕллĕ урамра пурăнса, унăн тăкăрлăкĕпе утса мăн çул çине тухнă çыннăмăр — аслă пĕлĕшĕмĕр Михаил Тимофеев-Шетмĕ Михали 87 çула кайса пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Кĕçĕн Шетмĕри Турра çуратнă чăн Таса хĕре чиркĕве кĕртни ячĕпе хисепленекен чиркỹ пачăшки Александр атте пурнăçран уйрăлса кайнă Михаил умĕнче Иисус Христос Туррăмăра тата Турра çуратнă чăн таса хĕре, Турă Амăшне, йăлăнса кĕл тумалли йĕркене пурнăçланă хыççăнах, хĕвел каçалана сулăннă май, Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ хĕрринчи лапамра тăван кил умне Михаил Тимофеев ỹтне лартнă тупăк умĕнче чи çывăх тăванĕсем: 4 хĕрĕ, 7 мăнукĕ Вăрнар, Шупашкар, Мускав таранах саланса-тĕпленсе пурăнакансем, Кĕçĕн Шетмĕпе юнашар ялсенчи çынсемпе кỹршĕсем — пурте пуçтарăннă. Хурлăхлă митинга Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн Хисеплĕ гражданинĕ Николай Семенов уçрĕ. Вăл пухăннисене мухтавлă ентешĕн çăмăлах пулман вăрăм та пархатарлă пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Михаил Тимофеевичăн хĕрĕсемпе мăнукĕсене, ятран каласа, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ячĕпе вĕсемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтерчĕ. Митингра çавăн пекех районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ, чылай вăхăт районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн сотрудникĕ пулнă, журналист, çыравçă, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Г. Ефимов-Тусли, кỹршĕллĕ Вăрнар районĕнче тĕпленсе пурăнакан хĕрĕпе кĕрỹшĕ — Людмилăпа Иван Тимофеев учительсем, Енĕшкасси Тăрăнта пурăнакан аякри тăванĕ Ю. Никандров, поэтăн кỹрши В. Игнатьев фермер ăшă сăмахсем каларĕç. Шетмĕ Михалине — пултаруллă сăвăçа, вăрçă ачине, тăван Кĕçĕн Шетмĕ çăви çине юратнă мăшăрĕпе юнашар пытартăмăр. Поэт вил тăпри тавра, хĕвеле хирĕç, виçĕ хут çаврăнтăмăр. “Вырăну канлĕ, тăпру çăмăл, чăн-чăн чăвашлăхшăн çунакан чуну çỹлте пултăр, килекен ăрусене çутатса тăтăр!” — терĕмĕр. Çапла пултăрччĕ. Сăмаха эпĕ поэтăн сăвăç чунĕнчен шăрçаланса тухнă пултарулăх халалĕпе вĕçлесшĕн: Çырма ларсан чĕре çунать, Ĕнте-ĕнте илет хĕлхемĕ. Вара поэзи пуçланать, Шăрçаланса килет илемлĕн. Çапла пултăрччĕ! тетĕп эп те, унăн вĕренекенĕ.
Çемен Эреш-Николай Семенов.