АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăнăшнă та пуль…

04 февраля 2020 г.

“Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн лаççинче тар тăкнă самантсем халĕ те асран тухмаççĕ. Хăшĕ-пĕрне вулакан патне çитересех килчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче “Ял пурнăçĕ” хаçат редакторĕнче Леонид Николаев-Савран ĕçлерĕ. Мана, журналиста, райхаçатăн çырусен пайне ертсе пынăскере, çав тапхăр манăçми. Яланхиллех Леонид Николаевич эрнекунсенче планерка йĕркелесе ирттеретчĕ. — Паян ман пата Супар ялĕнчен пĕр арçын кĕрсе тухрĕ. Кăмăллă калаçрĕ. Вăл пĕр çивĕч темăна хускатнă материал парса хăварчĕ, — ман паталла аллине тăсрĕ ертỹçĕ. — Регистраци витĕр кăларăр та материала пичете хатĕрлĕр... Виçĕ листаллă тетрадь хучĕ çине калăпланă çырăва тĕпĕ-йĕрĕпе вуласа тухрăм. Содержанийĕнчен çакă паллă: пĕчĕкрех çан-çурăмлă арçын хăйĕн çумри мăшăрне тикĕтпе сăрланă евĕр, сивлет, куç кĕретех хуратать иккен. Кил-çуртра ĕçленĕ хушăрах ĕçкĕ-çикĕпе те иртĕхет иккен хĕрарăм. Ял-йышра та ырăпах асăнмаççĕ-мĕн ăна... Çапла вара картран тухнă арăма вĕри çатма çине лартасшăн, тĕрĕссипе райхаçатăн пĕр номерĕнче çаптарса кăларасшăн... Мĕн тумалла-ха? — тетĕп хама хам. Тĕп тĕрĕссинех хыпарлать-ши? Алманч тăрăхне, вырăна тухмалла мар-ши? Чăнах та, критикăлла е чун кỹтсе килнипе çитнĕ çырусене “Çыру йĕрĕпе” е “Ятран ятласа, куçран каласа” тата “Çитăр мучи патне килнĕ çырусем” рубрикăсемпе вырăн параттăмăр район хыпарçинче. Çула тухмалла мар-ши? Суймасть-ши автор? Тата харпăр хăй мăшăрне çакнашкал сăмахлани килпетсĕр мар-и? Тăруках çырусен пайне, редактор палăртнă евĕрех, пĕчĕкрех çан-çурăмлă арçын кĕрсе тăчĕ. Сывлăх суннă хыççăн: “Пĕ-тĕмпех тĕп-тĕрĕс... Пĕр сăмах та суя çук... Пĕтĕмпех чăнлăх...”, — терĕ. Ентешĕме ирĕксĕрех — шантăм эпĕ. Çавах та чунра, шалта тем йăшкарĕ... Ырра мара систерчĕ-ши вăл... Çамрăкрах пулнă çав... Ваттисем калашле: "Çиччĕ виç те пĕрре кас" тенине тĕпе хуман эпĕ. Материал хаçатра çапăнса тухрĕ. Эх, тăрлавсăр, чĕлхе-çăварĕ чараксăр арçын еплерех савăнчĕ-ши? Тен, хут купăс кĕввипе те пăркаланчĕ пуль?.. Эпĕ йăнăшнă вара... Чип-чипер ăслă-тăнлă, тăрăшуллă хĕрарăмах вараланă. Ял совечĕпе те çыхăнман, ыйтса пĕлмен хăть... Тасамарлăха, хăйне пылчăкпа варалаттарса, ял-йыш умĕнче намăслантарнă хĕрарăм хăй тĕп тĕрĕссине пĕлтерчĕ. Редакцие ятарласа килчĕ вăл. Вĕри куççуль тумламĕсене палăртсах: “Упăшкана итлесен кил-çурт çеç мар, тĕнче те кĕмсĕрт! йăтăнса анĕ”, — терĕ сывпуллашса. Мĕн тăвăн?...

Г. Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика