АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха тĕрĕслеттерчĕç

28 января 2020 г.

Çак кунсенче автобус çине вырнаçнă модульлĕ ФАП Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Шупуç, Вăрманкас тата Туканаш ялĕсенче пулчĕ. Вĕсенче пурĕ 130-а яхăн çын пурăнать. Çурри ытла пенси çыннисем. Çав кун 25 çын тĕрĕслев витĕр тухрĕ. Чĕре ĕçне, юнра сахăрпа холестерин шайне, арçынсен ПСА анализĕсене илчĕç. З. Семенова терапевт палăртнă тăрăх, тĕрĕслев витĕр тухнă çынсен сывлăхĕ япăх марри палăрчĕ. Пикшикри ФАП заведующийĕ Р. Сергеева палăртнă тăрăх, автобус кашни уйăхрах ытти ялсене те çитсе халăхăн сывлăхне тĕрĕслĕ. Малашне 40 çултан иртнĕ çыннăн кашнин диспансеризаци витĕр тухмалла. Пĕрле сутма эмелсем те илсе килнĕ тухтăрсем. Туканаш ялĕнчи 75 çула кайнă Евдокия Корнилова тĕрĕслев витĕр тухнă çынсен ячĕпе медицина ĕçченĕ-сене тав сăмахĕ каласа çирĕп сывлăх сунчĕ. Л. Соловьев. .

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика