28 января 2020 г.
Январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен ытти çĕрти пекех Трак енре те оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ иртет. Уйăхлăха яш-кĕрĕме тата ỹссе çитĕнекен ăрăва çар тата патриотла воспитани парас, физкультурăпа спорта сарас тата аталантарас, сывлăха çирĕплетес, яшсене çара хатĕрлес, вĕсен патриотла туйăмне ỹстерес тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Çак тапхăрта вăрçă тата Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕсемпе тĕл пулусем, физкультурăпа спорт ăмăртăвĕсем, Пĕтĕм Раççейри “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2020” массăллă чупу, ытти мероприятисем иртеççĕ.