24 января 2020 г.
Çулсерен Россельхознадзор апат-çимĕç пахалăхĕ тĕлĕшпе ирттерекен мониторинг тĕп тĕллевĕ çынсене паха тата сиен кỹмен продукципе тивĕçтерессипе çыхăннă. Асăннă ведомство ĕçченĕсем предприяти-хуçалăхсене, лавкка-пасарсене тĕрĕсленĕ чухне выльăх-чĕрлĕх продукцийĕнчен пробăсем илеççĕ. Ача сачĕсенче, шкулсенче, социаллă учрежденисенче çитерекен апат-çимĕçĕн пахалăхĕ ыйту е иккĕленỹ çуратать-и? Хуравне асăннă мониторинга хутшăнса пĕлме май пуррине тепĕр хут аса илтерес килет. Чи малтанах республикăри управление заявлени çырмалла. Пусăм тусах калам — çакăншăн тỹлемелле мар.
Соцучрежденисенче: суя сыр, кăлпассире — сиенлĕ бактерисем
Сăмах май, 2019 çулта çавнашкал заявленисене тĕпе хурса 14 соцучрежденире 21 проба илнĕ: чăх какайĕ, аш тата сĕт продукцийĕ, çăмарта. Çак пробăсен хушшинче фальсификат пулни — пĕрре. Сиенлĕ бактерисем те тупса палăртнă-çке: Мордва тата Мари Эл Республикисенче туса кăларнă кăлпассире. Суя сыр Брянск тата Белгород облаçĕсенчен илсе килнисем пулнă, иккĕленỹллĕ “Крестьянское” услам çу вара Чулхула облаçĕнчен çитнĕ. Пĕтĕмпе 6 проба пахалăх тата хăрушсăрлăх енчен тивĕçтермен. Паллах, ку тĕслĕхсем пирки Россельхознадзорăн çав регионсенчи управление пĕлтернĕ.
“Сирано” тытăмра пĕлтереççĕ
Тĕрĕссипе, Чăваш Енре туса кăларнă продукци ытти регионта иккĕленỹ çуратсан та çийĕнчех хыпар çитет. Россельхознадзорăн “Сирано” тытăмне кĕртеççĕ ку йышши пĕлтерĕве. Тĕслĕхрен, Улатăр хулинче кăларнă тăпăрчăра çу шайĕ маркировкăра çырса кăтартнипе пĕр килмен иккен. Елчĕк районĕнчи услам çăва вара ỹсен-тăран çăвĕ хушнă. Йĕпреç районĕнче кăларнă типĕ сĕтре вара сальмонелла пулнă. Вăрнар районĕнче тунă типĕ сĕтре те — сиенлĕ бактерисем. Çĕмĕрле районĕнче кăларнă услам çăва та, Патăрьел районĕнчи пĕр обществăн сĕтне те ку енпе палăртнă. Сиенлĕ бактерисем какайра та пуррине çирĕплетнĕ лаборатори ĕçченĕсем. Кунта Шупашкар тата Патăрьел районĕсен обществисенче кăларнă чăх тата выльăх какайĕ пирки сăмах. Шупашкар районĕнчи пĕр общество туса сутлăха ăсатнă чăх пĕверĕнче антибиотиксем пуррине кăтартнă тĕпчевсем. Пĕтĕмпе “Сиранора” республикăри продукци пирки япăх енчен 12 хутчен пĕлтернĕ. Республика территорийĕнче ирттернĕ тĕпчевсем мĕн кăтартаççĕ-ха? Фальсификат пирки калас пулсан, шел те, япăххине асăнмасăр май килмест. Ỹсен-тăран çăвĕ хушнă тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ сыр пулнине йышăнмалла: “Российский” — Брянск облаçĕнчен, “Гауда” — Белгород облаçĕнчен, “Бондарский” — Тамбов облаçĕнчен, Ульяновск облаçĕнчен туса кăларнă харăсах темиçе тĕрлĕ сыр çакланнă çак йыша — “Голландский”, “Пошехонский”, “Российский”. Фитостеринсем пурри Çĕмĕрле хулинчи пĕр общество кăларнă хăймара тата Шупашкарта тунă сĕт коктейлĕнче çиеле тухнă. Сĕт пробисем сывлăхшăн хăрушлăхсăр тееймĕн. Сăмахран, Çĕрпỹ районĕнчи сĕтре — соматика клеткисем, Элĕк районтинче вара антибиотик тухнă. Элĕк тата Шупашкар районĕсенчи усламçăсенчен илнĕ какай та сисчевлентернĕ: сиенлĕ хутăшсем пуррипе. Çỹлерех асăннă тĕслĕхсем апат-çимĕç мониторингне пурнăçланă май тупса палăртнисем. Тĕрĕссипе, вĕсем темиçе те. Патшалăхăн тепĕр хушăвне пурнăçланă май апат-çимĕçĕн, чĕрĕ таварăн тата выльăх апачĕн 145 пробине Хусанти лабораторире тĕпченĕ. Савăнмаллиех çук кунта та: 16 проба микробиологи, фитостеринсем, антибиотиксем енĕпе “таса мар”. Сыр пробисенех илер. Каллех Брянск облаçĕнчи пĕр обществăн продукцийĕ фитостеринсем хушнипе палăрнă. Чулхулара кăларнă услам çу та çавнашкалах пулнă иккен. Сĕтре сиенлĕ бактерисем асăрханă: Чулхула облаçĕнчен, Тăвай тата Комсомольски, Канаш районĕсенчен илнĕ пробăсенче. Аш-пăш пирки калас пулсан, сысна какайĕнче антибиотик пулнине асăнса хăвармалла. Кăлпассире вара сиенлĕ бактерисем тупса палăртнă тĕслĕх темиçе те: хамăр тата Мари Эл, çавăн пекех Мордва Республикисен продукцийĕнче. Сăмах май, Чулхула облаçĕн сыр продукцийĕнче те вар-хырăма сиен кỹрекен япаласем пулнă. Пĕтĕмпе пĕлтĕр 635 проба тĕрĕслеве “çакланнă”. Çак йышран 36-шĕ норма ыйтнисене тивĕçтермен: 17-шĕ — сĕт-турăх, 9-шĕ — сĕт, 4-шĕ — выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ, 4-шĕ — выльăх какайĕ, пĕри — сысна ашĕ. Çав шутрах выльăх апатĕнче ген енĕпе çĕнетнĕ соя (ГМ-соя) тупнă тĕслĕх те.
Н. Васильева.