24 января 2020 г.
Иртнĕ канмалли кунсенче Трак вăтам шкулĕнче “Что? Где? Когда?” ăс-хакăл вăййин муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ. Вăййа “Сокол” (Трак шкулĕ) тата “Эрудит” (Красноармейски шкулĕ) командăсем хутшăннă. Хĕрỹ тупăшура “Сокол” ушкăнри М. Андреева, Н. Соколов, А. Иванова, А. Алексеева, В. Николаев, М. Тюмеров (капитан) тата “Эрудит” ушкăнри Е. Алексеев, К. Матвеев, М. Игнатьева, В. Кириллов, Н. Павлова, М. Мефодьев (капитан) вăй виçрĕç. Тупăшура “Сокол” команда 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Трак вăтам шкул вĕренекенĕсене малашне те ăнăçу сунатпăр.