24 января 2020 г.

Тасалăх — пирĕн сывлăх. Пур çĕрте те тасалăх, илемлĕх хуçалансан епле аван пулмалла. Уйрăмах масарсенче тасалăх хуçалансан татах та, кунта пирĕнтан уйрăлса кайнисем яланлăхах канлĕх тупнă-çке. Нумаях пулмасть ял тăрăхĕн пуçарăвĕпе Кĕçĕн Шетмĕ масарĕнче субботник иртрĕ. Кăçал юр хулăн мар, çавна май унта хутшăннисем хăрнă, хуçăлнă йывăçсене касса тирпейлерĕç. Акă, Надежда Александрова, Алина Сергеева, Елена Афанасьева, Николай Андреев, Евгений Христофоров, Владимир Александров, Александр Петров, Юрий Степанов, Владимир Козлов, Дмитрий Ильин пĕр субботника та сиктермеççĕ. Çав кунах Ванюшкассинчи (йĕркелỹçи Анатолий Леонтьев), Пшонкă (Алевтина Илларионова), Яманак (Елисей Егоров, Валерий Захаров, Сергей Филиппов) ялĕсен маса-рĕсем çинче те пысăк ĕç туса ирттернĕ. Субботника хутшăннисем, вĕсем пĕтĕмпе 50 çын ытла, тăватă масар çинче чăн-чăн йĕрке тунă. Çанталăк ăшăтса пынă май ку ĕç малашне те пулса пырĕ. М. Александрова.