24 января 2020 г.

Çанталăк çур еннелле сулăнать. Трак енри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче çур акине хатĕрленес ĕçсем вăй илме пуçларĕç. Хуçалăхсем вăрлăх, пулăх тăварĕсем хатĕрлеççĕ, ăна ытти çĕртен турттарса килеççĕ, техника юсаççĕ. Паянхи куна В. Васильева ХФХĕнче тĕш-тырă пухса кĕртмелли — 2, выльăх апачĕ хатĕрлемелли 3 комбайн, 6 трактор, “хурçă утăн” 4 прицепĕ. Кунта 527 гектар çĕре акса-лартса тăваççĕ (308 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем, 219 гектар нумай çул ỹсекен курăксем). Хуçалăхра 211 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Иртнĕ çул хуçалăхра çĕнĕ 136 лаша вăйлĕ ANT-ZETOR 4135F трактор, тĕш тырă пухса кĕртекен КЗС — 812-22 комбайн туяннă, кĕске вăхăтра юсав мастерскойĕ çĕклесе лартнă. ХФХ управляющийĕ А. Васильев каланă тăрăх, тахçанхи ĕмĕт пурнăçа кĕнĕ, мастерскойне ăшă пынă, электричество кĕртнĕ, çывăх вăхăтра станоксем вырнаçтармалла, юсав ĕçĕсем валли инстру-ментсем туянмалла. “Красное Сормово” ОООра ял хуçалăх техникине яваплă тапхăра хатĕрлес ĕç пур енлĕн пырать. Кунта мастерскойри юсавçăсен ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕ-лĕшпе те уйрăм ĕç туса ирттернĕ: мастерской стенисене юсанă, стенасемпе маччана сăрланă, пластик кантăксем лартнă, ăшă тытăмне, электрокабельсене çĕнетнĕ, техникăна çуса тасатмалли цех хута янă. В. Кузьмин тĕп инженер палăртнă тăрăх, çур акине хатĕрленес ĕç аван пырать. Паянхи куна 4 “хурçă ута” юсаса “ура çине тăратнă”. Яваплă тапхăра хутшăнакан техникăна кадрсемпе тивĕçтернĕ. А. Николаев ХФХĕнче 225 гектар çĕре акса-лартса тăваççĕ. Вĕсенчен 210-шĕ пĕрчĕллĕ культурăсем йышăнаççĕ, 15-шне нумай çул ỹсекен курăксем акнă. Механизаторсем юсав ĕçĕсене кỹлĕннĕ. Халĕ вĕсем Андрей Николаевич ертсе пынипе 12 метр сарлакăш сỹре агрегачĕ пухаççĕ.