АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Ял пурнăçĕ” хаçат тусĕсем парнеллĕ пулчĕç

24 января 2020 г.

“Ял пурнăçĕ” хаçат тусĕсем парнеллĕ пулчĕç

 Çĕршывра периодикăлла кăларăмсене 2020 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли çырăнтармалли кампани вĕçленчĕ. Районти "Ял пурнăçĕ" хаçата кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли "Раççей Почти" çыхăну уйрăмĕсем урлă çырăнса илекенсем хушшинче лотерея пулассине вулакансене маларах пĕлтернĕччĕ. Тинех телейлĕ те хумхануллă самант çитрĕ. Шăпа туртса, сысна çурине Именкассинчи почта уйрăмĕнче, 200 кг тулла Супарти çыхăну уйрăмĕнче выляттартăмăр. Именкассинчи почта уйрăмĕн начальникĕ Екатерина Анатольевна Кондратьева хаçат тусĕсене кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Пысăк парнене вара — сысна çурине — Костантин Шачкин выляса илме пултарчĕ. Супарти çыхăну уйрăмне ертсе пыракан Зоя Васильевна Яковлева "Ял пурнăçне" çырăннă хисеплĕ çыннисемпе паллаштарчĕ. Телейлĕ билет Санькассинче пурăнакан Валентина Михайловăна тиврĕ, 200 кг тырă унăн кĕлетне пуянлатрĕ. Лотерейăна хутшăннă "Ял пурнăçĕ" хаçат тусĕсене чунтан саламлатпăр, малашне те пĕрлех пуласса шанатпăр. Т. Филиппова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика