21 января 2020 г.

Çуралса ỹснĕ яла, юратнă кĕтесе, Тăван çĕршыва халалланă сăвăсем шăрçалакан поэт вулакансемпе тĕл пулу ирттерни — паллă пулăм, чăн-чăн уяв. Çакăн евĕр сăвăçпа чăн-чăн курнăçни, унпа тĕплĕнрех паллашни вулакансен чунне хăпартлантарать. Ачасемпе тĕл пулни вара — тата та пысăк уяв. Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче районти тĕп библиотека ĕçченĕсем çакăн йышши тĕл пулу йĕркелерĕç те. Красноармейски вăтам шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекенсем Г. Дубровпа туллин паллашрĕç. Гурий Егорович — паллă писатель-краевед, поэт-лирик, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, юрăç, 24 кĕнеке авторĕ, Н. Янкас тата М. Трубина ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ. Г. Дубров вăрçă хыççăнхи ачалăхĕ, пултарулăхĕ пирки кăсăклă каласа панине ачасем тимлĕн итлесе ларчĕç. Поэт хăйĕн кĕнекисемпе уява килнисене паллаштарчĕ. Пĕтĕм чунтан тухакан сăмахсемпе Гурий Егорович çуралса ỹснĕ кĕтес пирки, çут çанталăка сăнарланă сăвăсем вуларĕ, “Салам, çуралнă çĕр”, “Шетмĕ хĕрĕ” юрăсем шăрантарчĕ, вĕренекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. “Гурий Дубровăн 24 кĕнеке çỹлĕкĕ” выставкинче поэтăн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма май пулчĕ. Шкул ачисем Гурий Егоровича çуралнă кунĕ ячĕпе саламларĕç, çирĕп сывлăх, творчествăра ăнăçу сунчĕç, ăшă тĕл пулушăн тав турĕç.
С. Гурьева.