АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Астăвăмпа Мухтав çулталăкне халалласа — линейка

21 января 2020 г.

Астăвăмпа Мухтав çулталăкне халалласа шкулта линейка ирттертĕмĕр. Линейкăна Сергей Сашкин сăввипе Юрпалов кĕвĕленĕ “Спасибо деду за Победу” юрăпа уçрăмăр. Презентаци курнă вăхăтра ачасем чуна кайса тивекен сăмахсемпе çырнă юрра вĕренекенсемпе класс ертỹçисем, вĕрентекенсем пурте кар тăрса шăрантарчĕç. Çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесси пирки çинчен йышăнса хăвартăмăр. Чăвашсем каланă пек çитмĕл çичĕ (77) ĕç тума сăмах патăмăр. Çапла пултăрччĕ те ĕнтĕ. Пирĕн тăрăхра аслă вăрçă ветеранĕсем юлмарĕç тесен те юрать. Çапах та пĕр ветерен юлнă. Вăл Николай Карпович Карпов, Пулайкасси ялĕнче пурăнать. Эпир ачасемпе яланах унпа тачă çыхăну тытатпăр. Малашне те çапла пуласса шанатпăр. Чăвашкиноран килсе çитнĕ А.В. Галкин патриотла кинофильм илсе килсе кăтартрĕ. “Солдатик” фильмра ултă çулхи Сережа Алешков иккĕмĕш тĕнче вăрçинче çемйине çухатать. Тăшмансене хирĕç кĕрешекенсем патне лекет. Ачалăхне упраса хăварас тесе хамăрăн салтаксем унпа вăйă пуçлаççĕ, анчах Алешков чăн-чăн Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи пулса тăрать.

Р. Яковлева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика